Раççей (уйрăмах çамрăк ăру) ĕçке ярăнни паянхи чи пысăк проблемăсенчен пĕри. Статистика кăтартнă тăрăх, юлашки çулсенче алкоголизм чирĕ çул çитмен ачасенче те палăрать. Пĕр ĕçке ярăннă çын ĕçмесĕр чăтаймасть. Шăпах çакăнпа усă курса пуйма тăрăшать те хăшĕ-пĕри.
Кĕленчери шĕвекĕн (лавкка сентри çинчи хаклă эрех-и вăл, е гаражра йӳнĕпе вăрттăн сутаканни-и) пахалăхĕ пирки никам та 100 проценчĕпех шантарса калаймасть. Статистика вара хăрушă. Кăçал кăна республикăна саккунлă майпа килекен алкогольлĕ продукци 740 пин бутылкăна чакнă. Ку ĕнтĕ ытларах ют çĕршывран кӳрекенни. Апла пулин те лавкка сентрисем пушши курăнмасть. Мĕншĕн тесен ку рынок нихăçан та пушă пулмасть. Ун вырăнне чăннипе пĕрлех суя эрех йышăнасси те куçкĕрет. Эппин, шел пулин те, наркăмăшланнă тĕслĕх кăçал та сахал пулмĕ.
Пĕлтĕр республикăра алкогольлĕ шĕвекпе наркăмăшланнă 1587 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 44-шĕ ачасем, 19-шĕ çул çитмен ачасем. Симĕс çĕлене пула 352 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. 2015 çулăн та статистики хурлăхлă пулатех. Енчен те çулталăк пуçланнăранпа икĕ уйăхра кăна 58 çын вилнĕ пулсан.
Алкогольлĕ шĕвекпе 2014 çулта наркăмăшланнă тĕслĕхсене пăхас пулсан, малти вырăна Менделеевски, Павлă, Тури Услон, Нурлат йышăннă. Суя эрехрен вилнисем вара ытларах Ешĕлвар, Нурлат, Заинск районĕсенче палăрнă.
Полици сотрудникĕсем суя эрех кăларакансемпе вирлĕн кĕрешсен те (кăçал март уйăхĕнче кăна 7 тонна суя эрех (текила, ром, коньяк) туртса илнĕччĕ) пирĕн сĕтел çине суя эрех çакланас хăрушлăх пысăк. Статистикăран курăннă тăрăх, лавккари эрехсенчен 50 проценчĕ суя. Тĕслĕхрен, 2011 çулта кăна 12 пин литр суя эрехе туртса илнĕ пулсан, 2014 çулта ку кăтарту 14 (!) хутчен ӳснĕ. 2015 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тата хăрушăрах пуласси те иккĕленӳллĕ мар...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75