Раççейре йытăсене полицире усă курма тытăннăранпа 150 çул ытла (Тутарстанра 1914 çултанпа) пулин те РФ ШĔМĕн кинолог подразделенийĕ хăйĕн профессилле уявне (июнĕн 21-мĕшĕ) 2004 çултанпа кăна паллă тăвать. Çак кунсенче журналистсем эпир те кинологсен ĕçĕпе ТР ШĔМĕн кинолог службин зонăри центрне кайса паллашрăмăр.
Преступление уçса памалли, тĕпчемелли мелсем улшăнсах тăрсан та служба йыттисене ылмаштараканни хальччен çук-ха. Вĕсем çулталăкра кăна пиншер преступление уçма пулăшаççĕ, сирпĕтекен, наркотикла япаласене тупса пысăк инкекрен çăлаççĕ. Тутарстанра, тĕслĕхрен, кăçал 5 уйăхра специалист-кинологс ем служба йыттисемпе 3490 преступление уçса панă. Паянхи кун кинологсемсĕр пĕр пысăк мероприяти те иртмест. Хусанăн 1000 çуллăхĕ, Универсиада… кусем чи пысăк мешехесем кăна-ха, футбол, хоккей матчĕ пек тата ытти мероприятисем мĕн чухлĕ тата. ТР ШĔМĕн кинолог службин кăçал та ĕçĕ хĕрӳ, умра – Шыв спорчĕн тĕсĕсемпе тĕнче чемпионачĕ. Спорт мероприятийĕ иртекен мĕнпур объекта, аэропорт, вокзалсене, халăх йышлă пухăнакан ытти вырăнсене чи малтан вĕсем тĕрĕслеççĕ.
Центрăн ертӳçи, полици подполковникĕ Н.Ямашев пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра ТР ШĔМĕнче службăра овчаркăсем, лабрадорсем, спаниельсем, бигльсем, ротвейлерсем (пурĕ 446 йытă) тăраççĕ. Вĕсемпе пурĕ 500 ытла кинолог ĕçлет. Служба йыттисене шăпах çак центр ĕрчетет, тĕрлĕ подразделени валли ятарлă хăнăхусене хăнăхтарса ӳстерет (хальхи вăхăтра центрта 100 ытла йытă). Хăш чĕрчун хăш профильте пултарасси шăпах кинолог ăсталăхĕнчен килет-мĕн. Йыттăн пултарулăхне, характерне вăл малтан асăрхать-çке...
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75