Стройкăна пуçласа виçĕ çул каялла пушă хирте капсула чавса хунăччĕ кăна-ха, паян кунта ĕç вĕресе тăрать. Ытларикун Хусан çывăхĕнчи Иннополиса уçма РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев, РФ çыхăну тата масăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров, РФ вице-премьерĕ Аркадий Дворкович тата ытти официаллă çынсем килсе çитнĕ. РФ Президенчĕ çумĕнчи экономика çĕнетĕвĕ тата Раççейĕн инновациллĕ аталанăвĕн канашĕн президиумĕн ларăвĕ те Иннополис хулинче иртнĕ.
Премьер-министр каланă тăрăх, ларура икĕ пысăк темăна сӳтсе явнă. Пĕрремĕшĕ технологилле пуçарăва пырса тивет, иккĕмĕшĕ информаци технологийĕсен сферинче çĕнĕлле аталанассине. Икĕ пуçару та пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Информаци технологийĕсем тĕнчене еплерех улшăнусем илсе килнине эпир пурте курса-сăнаса тăратпăр. Çĕнĕ профессисем çуралаççĕ, чылай процесс автоматизациленет, çӳллĕ шайри технологисем вăй илеççĕ. Д.Медведев сăмахĕпе, информаци технологийĕсен пĕлтерĕшĕ ӳссе пырать, çавăнпа та хамăрăн технологилле пуçарусене суйласа илнĕ чухне çакна шута илмелле.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75