Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Виççĕмĕш çул Пăвари машиностроени завочĕн пуçлăхĕнче Эдуард Храмцов ĕçлет. Ку тăрăха вăл Çырчаллинчен килнĕ. Хăй каланă тăрăх, тăхăрвуннăмĕш çулсенче темле бизнесра та ĕçлесе пăхнă. Çакă унра коммерци шăнăрне туптанма пулăшнă тесен те юрать. Эдуард Геннадьевич Çырчаллинчи физкультура институтне пĕтернĕ. Производствăри çулĕ Хусанти мотор тăвакан заводра пуçланнă. 2012 çулта Пăвана куçнă, малтанласа коммерци директорĕн должнăçĕнче. Пилĕк уйăх ĕçлесе лайăх кăтартусем тунă хыççăн ăна завод директорне лартнă. Пăвари машина тăвакан завод ККШ сериллĕ культиваторсем тунипе палăрса тăрать, 2000 çултанпа ку енĕпе вăл тата та мала кайнă – КПИР тата КПУ сериллĕ культиваторсем ăсталама пуçланă. Нумайăшĕ регионри тата Раççейри конкурссенче тивĕçлĕ хак илнĕ, «Раççейĕн 100 чи лайăх таварĕ» шутне кĕнĕ. Пахалăхĕпе вĕсем ют çĕршывра туса кăларнисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Мĕнлерех улшăнусем пулса иртнĕ-ха çак шутлă çулсенче? Мĕнпе пурăнать паян завод? Çак ыйтусене татса парас тĕллевпех Эдуард Храмцовпа курса калаçрăмăр.

– Иккĕмĕш çул Пăвари завод Хусанти мотор тăвакан заводăн филиалĕ пулма пăрахса хăвăр тĕллĕн ĕçлетĕр. Мĕнлерех пек ирĕклĕ ишевре?

– 2007 çултанпа филиал тулли мар яваплăхлă общество пек ĕçлет пулсан та пирĕн тĕп партнер тата заказ тăвакан малтанхи пекех Хусанти мотор тăвакан производство пĕрлешĕвĕ шутланса тăрать. Вĕсемпе танлаштарсан эпир сăпайлă, пĕчĕк организаци. Анчах çакна пăхмасăрах заказсене вăхăтлă, договор срокĕнчен тухмасăр тата йӳнĕ хакпа пурнăçлама тăрăшатпăр. Ку икĕ ене те тивĕçтерет.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пĕр вăхăтра лару-тăру йывăрланса çитнипе çынсем заводран кайма пуçланă. Анчах пăртакран предприяти унчченхинчен те вăйлăрах пулса çĕнĕрен ура çине тăнă. Çынсем каланă тăрăх, ку йăлтах сирĕн тивĕç...

■ Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 603, Хаçат: 21 (1114), Категори: "Тутарстанăнне туян" акци

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: