Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи «Авангард» тулли мар яваплăхлă обществăн ячĕ хăйне тӳрре кăларать, вăл паян малта пыракан тата çĕнĕлле ĕçлекен хуçалăх. Тутарстанра кăна мар, Раççейĕпех. Унăн ĕçĕпе паллашмашкăн Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Район бюджетне укçа кӳрекен предприятирен вĕренмелли чăнах та нумай: тĕнче шайĕнчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, элитлă вăрлăх ӳстермелли лаптăксем, хăватлă машина-трактор паркĕ, диссертаци хутĕлекен специалистсем… Хуçалăха йăхташăмăр, Чăваш Енри Çĕрпӳ чăвашĕ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Григорьевич Курчаткин ертсе пыма тытăннăранпа вăл тата пысăкрах çитĕнӳсем тума тытăннă.

Пур-ха хăват

Крым Раççей шутне кĕнĕ хыççăн Европа пирĕн çĕршыва «ăс кĕртес» шутпа тĕрлĕ санкцисем хурсан, Раççей парăмра юлмарĕ. Ют çĕршывран апат-çимĕç кӳме чарчĕ. Малтанласа нумайăшне ку сисчевлентерчĕ те, лавккари сентресем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пек пушă пуласси хăратрĕ ахăртнех. «Ял хуçалăхĕ юхăннă, производство çук», – теме пăхрĕ хăшĕ-пĕри. Тен, пĕр 10 çул каялла çапла пулатчĕ те-тĕр, ун чух чăнах та Раççей ял хуçалăхĕнчи лару-тăру калама çук япăхчĕ, анчах паян… Вăл аталанать, тĕнче шайĕнчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕллĕ хуçалăхсем пурри çывăх çулсенчех (ура хураканни пулмасан) импорта йăлтах хамăрăннипе улăштарма май парĕ.

Тутарстан та хăйне хальччен 30 процент кăна хăйĕн ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерейместчĕ пулсан, малашне ку проблемăна татса парĕ. Апат-çимĕç эмбарги хамăрăн производителе алă çавăрса яма пулăшасси иккĕленӳллĕ мар, фермерсемпе ял хуçалăхĕсем кăçалтан республикăна 100 проценчĕпех хамăр продукципе тивĕçтерме тĕллев лартрĕç. Ăна пурнăçлама Тутарстанăн йăлтах пур: пулăхлă çĕрĕ те, хăватлă техники те, çĕнĕлле шухăшлакан ертӳçисемпе специалисчĕсем те.

«Ак Барс» Холдинг компанине кĕрекен «Авангард» тулли мар яваплăхлă обществăн хăватне курсан, çӳлерех асăннă пессимистла шухăш самантрах сирĕлет. «Авангард» – хальхи саманапа тан утакан ял хуçалăх отраслĕн пĕчĕк моделĕ, тĕслĕхлĕ хуçалăх. Вăл тыр-пул ӳстерсе, сысна, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетсе рентабельлĕ ĕçлет, ĕçченсене вăхăтра тата тивĕçлĕ ĕç укçи тӳлет, çав вăхăтрах малалла пысăк утăмсемпе аталанать. «Хузангаевский» ЯХПК, «Авангард» пек хуçалăхсенче пулса паянхи ял хуçалăх отрасльне курнă хыççăн пуçра пĕр шухăш кăна çуралать – пур-ха хăват Раççейĕн!

Ĕçлес-тĕк, ĕçлес

«Авангард» тулли мар яваплăхлă общество пĕчĕк мар, унчченхи «Маяк», «Узяк», «Новый путь», «Тан» тата Тельман ячĕллĕ хуçалăхсене пĕрлештернĕ вăл. Кунсăр пуçне 2006 çултанпа Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи «Çăлкуç» тулли мар яваплăхлă обществăна йыша илсе унта хăйĕн филиалне – «Çĕрпӳ беконĕ» йĕркелесе сысна самăртакан комплекс туса хунă. Икĕ регион пĕрле ĕçлени пĕрре те япăх мар – продукцие вырнаçтарасси çăмăлланать...

■ Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 694, Хаçат: 21 (1114)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: