Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Андрей Иванович, эсир съезда хутшăннă 57 чăваш хушшинче чи çамрăккиччĕ ахăр. Çак тĕлпулу сирĕн асăрта мĕнле йĕр хăварчĕ?
– Тарăн теес килет. Мĕншĕн тесен кун пек пысăк шайра иртекен мероприятире эпĕ пĕрремĕш хут. Хамăрăн Президента М.Ш. Шаймиева çывăхран куртăм, республика ертӳçисем калаçни те питĕ хавхалануллă пулчĕ. Кунта пурăнакан кашни халăх пуласлăхĕ, вĕсен аталанăвĕ ертӳçĕсене те хумхантарать иккен. Çакă кашни нацин тăван чĕлхине, культурине вăйлатма пулăшĕччĕ, паллах.
– Съездра хăвăра ют çын пек туймарăр-и?
– Таçта инçетре пулса курман пулсан та, Хусана вĕренме килсен общежитире е автобусра яланах чăваш чĕлхи илтĕннĕ çĕре майĕпен шăва-шăва пырса итлеме тăрăшаттăмччĕ. Унтан вара вĕсен калаçăвне хутшăнса калаçсах каяттăмăрччĕ. Çакăнтан пуçланчĕ темелле хамăн нацирен вăтанманни. Çапла майпа ачасемпе паллашса, туслашса, каярахпа университетра иртекен концертсенче чăвашла юрăсем юрласси патне çитнĕччĕ. Ку съездра та кану вăхăтĕнче эпĕ чăваш чĕлхи илтĕннĕ çĕрелле утрăм. Наци тумне тăхăннă шурсухал В.А.Дедушкин юрла-юрла интервью панине курсан савăнсах кайрăм. Алексеевски районĕнчен килнĕ тĕрĕллĕ пир тĕртекен чăвашсемпе паллашрăм. Çак съездра хама тăвансем патне килнĕ пекех туйрăм.
– Сирĕн ял хутлăхĕнче чăвашлăх мĕнле аталанса пырать?
– Йывăртарах темелле. Ĕçлемелли питĕ нумай-ха. Культура енĕпе, сăмахран, пĕрер мероприяти йĕркелеме тытăнсанах наци тумĕсене илме районти Культура керменне каятпăр, инструментсем те кивелнĕ. Ялти И.Ю.Юркин музейĕ те юсав ĕçĕсем ыйтать. Пӳркел ял хутлăхĕнче икĕ вĕренӳ çурчĕ. Шкулта ачасем чăваш чĕлхи вĕренеççĕ, Кивĕ Пăрăнтăкри вырăс шкулĕ шутланать. Хальхи вăхăтра вăл ялта чăвашсем темиçе хут нумайрах пулсан та, чăваш ачисем тăван чĕлхене вĕренеймеççĕ. 10-11 классене Пӳркелне килсен те, пуçламăш классенче вĕренмен пирки, çак уроксене кĕреймеççĕ. Анчах пуринчен ытларах урамра е ытти çĕрте пĕлекен чăваш ачисемех хăйсем хушшинче вырăсла калаçни чĕрене çурать.
– Сирĕн ял Канашĕ культура мероприятийĕсене мĕнле пулăшу парать?
– Ывăçласа укçа параймастпăр пулсан та, вăй çитнĕ таран йĕркелес енĕпе, апат-çимĕç тата ытти енчен «ВАМИН-Буа» УАОн «Гигант» уйрăмĕпе пĕрле пулăшма тăрăшатпăр.
– ЧНКА конференцийĕнче чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенче вывескăсене виçĕ чĕлхепе те çырма юрани çинчен каланăччĕ. Сирĕн ял хутлăхĕнче 60 процент чăваш, 40 процент тутарпа вырăс пурăнать пулсан, эсир çак ыйту çине мĕнле пăхатăр?
– Ку çĕнĕлĕх мана питĕ килĕшрĕ, май пулсанах ку ĕçе пурнăçлама тăрăшăпăр.
– Сирĕн шутăрпа чăваш чĕлхин аталанăвĕн малашлăхĕ пур-и?
– Иртнĕ съезд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртсен питĕ аван пулмалла пек, çапах веçех çынсен активлăхĕнчен килет.
 
: 1224, Хаçат: 46 (724)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: