Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ шăматкун шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшакансем хăйсен профессилле уявне паллă турĕç. «Сувар» корреспонденчĕсем праçник умĕн милицин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе чăвашсем йышлă пурăнакан Аксу районне çитсе килчĕç.
Шалти ĕçсен кашни уйрăмĕн хăйĕн историйĕ, çул-йĕрĕ. Аксу милицийĕн малтанхи утăмĕсем те интереслĕ. Паллах, халĕ Аксу тăрăхĕнчи чи пĕрремĕш милиционер кам пулнине никам та пĕлмест, архивра упранакан документсенче 1919 çултан пуçласа кăна вĕсем пирки асăнни тĕл пулать. Çакă паллă: ун чух обществăлла йĕрке тытса тăма халăх хăй патвартарах арçынсене суйласа лартнă. Çапла вара Аксу вулăсĕн юлан утлă милиционерĕ пулма 1919 çулта В.Кузьмина, рядовойне Р.Золина суйланă. Вĕсен хулĕсем çине «Халăх милицийĕ» текен хăю çыхса янă, утлине – хĕç, çураннине наган панă.
Халĕ те йĕрке хуралçисен ĕçĕ çăмăл мар та, ун чух тата та кăткăсрах пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенех илер: халăхăн пурнăçĕ йывăр, çынсем чухăн та выçă – çавна кура вăрлани, харкашу-çапăçу, çын вĕлерни кашни утăмрах тĕл пулнă; асăрханмасăр пĕр сăмах кăна кала – репрессие лекетĕн (милиционерсем хушшинче ун пеккисем те пулнă). Йĕрке хуралçисен вара хуть мĕнле çанталăкра та инкеклĕ ĕç пулнă вырăна вăхăтра çитмелле. Ун чух хальхи пек машинăсем пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн та Аксу милицийĕ техника мĕнне пĕлмен-ха, ĕçлекенсем те техничкăпа тата конюхпа пĕрле 19 çын кăна пулнă. Пирвайхи «Газик» машина çине 1965 çулта тин ларса курнă пакунлисем. Районти шалти ĕçсен уйрăмне (ШĔУ) чи пултаруллисем ертсе пынă, вĕсен ячĕсене кунта паян тăрăшакансем те аван пĕлеççĕ. Вăрçăччен, вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăн – чи йывăр вăхăтсенче – Аксу милицине Т.Евграфов, Печников, Архипов, Гусев, Анисимов, Демашин, Амбаев, Хуснутдинов (шел, вĕсен ячĕсем паллă мар), С.Моржин, С.Васильев, Е.Селиванов ертсе пынă, каярах А.Головин, Г.Данилов, П.Ондиков, Н.Гусев, И.Муртазин, Х.Зиннуров, Н.Прончатов тилхепене алла илнĕ.
Паянхи кун Аксу районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмне Салихзян Закирзянович Сафин ертсе пырать. Штатра çĕр ытла сотрудник вăй хурать. Ĕлĕкхи пек çуран та утпа çӳремеççĕ милиционерсем, автомашинăсем çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе республикăри ытти районсенчи уйрăмсен хушшинче аксусем 12-мĕш вырăнта. Тутарстанра миçе район пулнине шута илсен, ку япăх тееймĕн. Хальхи самана ыйтнă пек шалти ĕçсен уйрăмĕнче ĕçлекенсенчен пурте тенĕ пекех аслă пĕлӳллĕ. Нумайăшĕн юрист дипломĕ пур.
– Хам та, маларах институт пĕтернĕ пулин те, кăçал иккĕмĕш аслă пĕлӳ илтĕм. Пирĕн ĕçре юрист пĕлĕвĕсĕр ĕçлеме кăткăсрах, – тет Аксури шалти ĕçсен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Семенов подполковник. Владимир Александрович милицире вун тăватă çул вăй хурать ĕнтĕ. Çичĕ çул хушши ПАИне ертсе пынă, 2001 çултанпа ШĔУ пуçлăхĕн çумĕ, çакăнпа пĕрлех обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ те. Палăртса хăвармалла: Владимир Александрович ертсе пыракан пай республикăра иккĕмĕш вырăнта!
Аксу районĕн милицийĕнче хĕрĕхе яхăн чăваш тăрăшать. Вĕсен хушшинче вуншар-вуншар çул ĕçлекеннисем те, тинтерех килнисем те пур. Ак, Л.Г.Турлуковăна, Н.И.Мясникова, В.И.Абаськина, А.Н.Скворцова, Г.Ю.Леонтьева кăна илер. Вĕсене районти кашни чăвашах сăнран паллать темелле. Вĕсенчен кашниех милицире 10-15 çултан кая мар тимлет.
– Эпĕ милицие ăнсăртран лекрĕм темелле, – каласа парать Любовь Гавриловна. – 15 çул каялла Чăваш Енрусьел шкулĕн директорĕнче ĕçлеттĕм. Шкула çаратрĕç те милици килчĕ. Ун чухнехи ШĔУ пуçлăхĕ Н.И.Прончатов хăйсем патне ĕçе чĕнчĕ. Тӳрех килĕшмерĕм, çулталăкран вара çул çитменнисен ĕçĕсен инспекторĕнче ĕçлеме пуçларăм.
Халĕ Л.Г.Турлукова штаб пуçлăхĕ тата ШĔУ пуçлăхĕн çумĕ. Ĕçтешĕсем хисеплеççĕ хĕрарăм-подполковника, шӳтлесе «хут çыртарса вĕлерет ĕнтĕ вăл пире» теççĕ.
Н.И.Мясниковăн вара мĕнле професси алла илесси пирки нумай шутлама тивмен: ашшĕ, ашшĕн икĕ шăллĕ милицире ĕçленĕ. Николай Ивановичăн ывăлĕсем те ашшĕ пекех йĕрке хуралçи пулас тенĕ: Алексей Анат Кама хулин шалти ĕçсен управленийĕнче уголовнăй шырав оперуполномоченнăйĕнче тăрăшать, Иван кунтах штабăн аслă инспекторĕ. Николай Иванович хăй пиллĕкмĕш çул Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Аксури уйрăмне ертсе пырать. Тăваттăн çеç ĕçлеççĕ пулин те кăтартусем начар мар: кăçалхи вунă уйăх хушшинче çул çинче пурĕ 22 инкек шута илнĕ (пĕлтĕрхинчен 18,5 процент сахалрах). Районта пурĕ 7 пин ытла çыннăн автомобиль пулнине шута илсен инспекторсен ĕçĕ кал-кал пыни куçкĕрет.
В.И.Абаськин ултă çул каялла следстви уйрăмне ертсе пыма пуçличчен ОБХССра (халĕ вăл экономикăлла преступленисене тĕпчекен пай) та, çул çитменнисен ĕçĕсен пайĕнче те, следовательте те тăрăшнă. Ăна милици ветеранĕ тесен пĕртте йăнăшмăпăр: Владимир Ильич шалти ĕçсен органĕнче çирĕм пилĕк çул вăй хурать.
Тем тесен те милицире ĕçлеме питĕ пысăк чăтăмлăх, ӳркевсĕрлĕх, пĕлӳ, çирĕп характер кирлĕ. Хăшĕ-пĕри çакă чыслă ĕç тесе вырнаçать кунта. Анчах пурте пултараймаççĕ, пăрахса каяççĕ.
Çакна та палăртса хăварас килет: Аксу районĕн шалти ĕçсен уйрăмĕн пуçлăхĕн виçĕ çумĕ чăваш. Пуçлăхсем хушшинче йăхташăмăрсем нумай пулни çав тери савăнтарать. Ара, ĕçчен, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынна таçта та асăрхаççĕ. Аксу милицийĕнче тăрăшакан чăвашсем карьера тĕлĕшпе хăвăрт ӳссе пыни вĕсем шăпах çапла пулнине çирĕплетет те.
 
: 1331, Хаçат: 46 (724)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: