Вăтăр-хĕрĕх çултисем, тен, халĕ те «Шире круг», «Вокруг смеха» тата «Клуб путешественников» ятлă кăларăмсене астăваççĕ пулĕ. Хальхи ăру мĕнле хакласан та, вĕсем кăсăклăччĕ, кулăшлаччĕ, çав вăхăтра культура та, кăмăл-сипет (нравственность) те пурччĕ.
Халĕ вара, паянхи пĕр канал çинче Петросян явăнса-хуçкаланать, тепринче – Задорнов, йӳçнĕ яшка евĕр. Креативлă «ТНТ» каналра шӳтсем «пилĕкрен çӳлелле» çĕкленни çукпа пĕрех. Виктор Коклюшкин юморист калашле: халăх хăш тĕлте кулмаллине ăнкăртăр тесе юмористсем хăйсен шӳт тунинчен хăйсем кулаççĕ.
Сталин иртнĕ вăрçăра кампа вăрçнине чылай çамрăк пĕлмест. Ку вĕт намăс! Хăвăр, акă, тинкеререх пăхăр: пусмăрлани, вĕлересси, аскăнлăх пĕтĕмпех карса илчĕç кăвак экрана. Ачасем валли ӳкернĕ мультфильмсенчи сăнарĕсене вара... карикатурăра та илемлĕрех, этемлĕрех ӳкереççĕ. Реалити-шоу «Дом-2-на» илер, çамрăксене мĕне вĕрентеççĕ? Аскăнма, питлешме, йĕркесĕрлĕхе, кăларăмра вара эпир юрату, хутшăнусем тăватпăр теççĕ. Тархасшăн, юратăва тумаççĕ, вăл Турăран парăннă туйăм, тенкел, сĕтел-пукан тума пулать, анчах та юратăва мар...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75
Комментарисем:
► Аскольд Де Герсо (2017-10-12 10:09:49):Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрамасан,кам тата шултатăр ун синчен."Сувар" хасат ĔсченĔсене малалла та сакăнн евĔр Ĕслеме суннă пулăттăм.Эпир сыракансем хамăр енчен мĔн пултарнă таран пулăшма хатĔр.