Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕлтĕр пуçласа янă районсен хушшинчи «Беловка йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту Аксу районĕнчи Беловкăра кăçал та ăнăçлă иртрĕ. Мартăн 1-мĕшĕнче 10 сехет тĕлне пĕтĕмпех хатĕрччĕ: регистраци пункчĕ (Федоровка ялĕнче пурăнакан Н.П.Макаркинăн «УАЗ» машини), фельдшер пункчĕ (Çĕнĕ Ӳсел ялĕнчи фельдшер Г.Фаттыхова), çĕнтерӳçĕсене палăртма пьедестал (И.К.Кожеманов туса хатĕрленĕ), вĕри чей (П.П.Ефимов), музыка (С.Х. Жирнов, С.В.Уланов, Н.В.Гаврилов), шашлык, суту-илӳ («Людмила» лавкка).

Ăмăртăва Аксу, Нурлат районĕсенчен йĕлтĕрçĕсемпе куракансем килнĕччĕ. Шел пулин те, Çарăмсан, Алексеевски тата Элкел районĕсенчен кăçал килеймерĕç, хăйсем патĕнче ăмăрту ирттерчĕç. Йĕлтĕрçĕсен ӳсĕмĕ те тĕрлĕрен – ултă çултан пуçласа çитмĕле çитнисем те хутшăнчĕç.

Ертсе пыракан Т.И.Бульбова хăнасемпе, спонсорсемпе паллаштарса уява уçнă хыççăн килнисене Аксу районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ С.В.Александров, Аксу районĕн çамрăксен ĕçĕсен тата спорт уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Ю.Зайцев, Аксури ача-пăча спорт шкулĕн ертӳçи Н.И.Хисматов ăшшăн саламларĕç, Аксури ДОСААФ пуçлăхĕ П.В.Волков çак ăмăртăва Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халаллама ыйтнине халăх тăвăллăн алă çупсах йышăнчĕ. Малалла «Беловка йĕлтĕр йĕрĕн» хуçисем А.П.Бульбовпа В.И.Кожеманов сăмах илчĕç. Ăмăртакансене ăнăçу сунчĕç, ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕç...

■ Татьяна БУЛЬБОВА.
Аксу районĕ,
Беловка.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 1381, Хаçат: 9 (1102), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: