Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Дебет, кредит, баланс, отчет... Шăп çак ĕçсене туса пыраççĕ те организацисемпе предприятисен бухгалтерĕсем. Кун çинчен кашни çын пĕлет. Кирек мĕнле ĕçре те, коллектив пилĕк çынран çеç тăрать пулсан та, бухгалтерсăр ĕç тухмасть.
Хусанти «Татэлектромонтаж» уçă акционер обществин тĕп бухгалтерĕ Елена Саксонова пин-пин çын ĕçлекен предприятин цифрисене шута илсе тăрать. Пĕччен мар, паллах, улттăн ĕçлеççĕ. Асли тата явапли – Елена Константиновна. Ĕç укçине ытти бухгалтерсем шутласа параççĕ пулсан, унăн вара заказчиксемпе, генподрядчиксемпе те тӳррĕн ĕçлеме тивет.
Елена Константиновна каланă тăрăх, Хусан Кремлĕн, вокзалĕн тата ытти тĕп урамсен çутисене пĕтĕмпех вĕсен организацийĕ тимлесе сăнаса тăрать. Çаплах Параскева Пятница чăваш чиркĕвĕпе питĕ тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе, ыр кăмăллăх ĕçĕ тăваççĕ. Организаци шутĕнчен, строительсемпе монтажниксем чиркĕве илем кĕртсе тăраççĕ. Кунта та, паллах, бухгалтер хамăр çын пулни куçкĕрет.
– Елена Константиновна, çакăн пек пысăк организацире чăвашсем те сахал мар ĕçлеççĕ-тĕр? – кăсăклантăм эпĕ.
– Пур. Сахал мар.Тутарстанранах вĕсем. Акă 5-мĕш участок пуçлăхĕ Василий Васюткин (Нурлат районĕнчен) яланах тĕрлĕ ыйтупа ман пата пырать. Ĕçпе, паллах. Ыттисене те пулăшманни пулман, – хуравлать бухгалтер.
Пурне те ăнланма тăрăшакан, ырă чĕреллĕ бухгалтер, ĕç ветеранĕ çак профессипе 1966 çултанпа пĕр тăхтавсăр паян кун та ĕçлет-ха. Çулпа пенсире пулсан та, чĕрепе тата пуçпа вăл баланс, отчет ăшĕнче.
– Дебетпа кредита тĕлĕкре те куратăр пуль эсир?
– Тĕлĕкре кăна мар, апат пĕçернĕ чухне те, тран-спортпа пынă вăхăтра та пуçра цифрăсем, заказчиксем тата компьютер çаврăнать, – хумханса кайрĕ вăл. – Эпир çынсем пек отпускра та канаймастпăр. Хăш чухне икĕ эрне те пулмасть, чĕнтереççĕ.
– Юлашки вунă çула яхăн тенĕ пек бухгалтерсем пĕтĕмпех компьютер çине куçрĕç. Сире çав çĕнĕлĕхпе ĕçлеме йывăр пулмарĕ-и?
– Алăпа çырса ларнипе танлаштарма çук, паллах. Апла пулсан та пĕрре-иккĕ кăтартса парсанах ăнкарса илтĕм. Пирĕн компьютера пĕлнипе кăна мар, юрист, налоговик та пулма тӳр килет. Законĕсемпе программăсем те улшăнсах тăраççĕ. Вĕсемпе яланах пĕр тан утмалла. Атту... Калькуляторсем вара, калама хăрамастăп, пуç мимине ĕçлеме чараççĕ. Хутласлăх таблицине мĕнле лайăх пĕлсен те, автоматика хăйĕнне тăвать.
Елена Константиновна бухгалтер пулмах çуралнă темелле. Вăл Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче Калашниковсен çемйинче ӳснĕ. Бухгалтера вара училищĕре те, техникумра та, финанспа экономика институтĕнче те вĕренсе темиçе диплом илме тӳр килнĕ.
Хисеплĕ бухгалтерсем, çав шутра «Сувар» хаçатăн тĕп бухгалтерĕ Ирина Викторовна Горбань те, сире паянхи профессиллĕ уявпа ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Малашне те ĕç укçине нумайрах тата вăхăтлă парса савăнтарасса шанатпăр.
 
: 1242, Хаçат: 46 (724)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: