Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 6, 7№№.)

– Çитет, Герман. Тăрантăм. Ăнлантăм, ăнлантăм эп. Ыранах яла тухса каятăп. Телей сунатăп сире. Тавах пытарманшăн, куçа-куçăн тăрса пĕлтернĕшĕн, – сулăнса каяс мар тесе хăрах алăпа стенаранах тытса тăратăп хам.

«Вăт сана пилĕк мыскари», – тесшĕнччĕ те шăла çыртрăм. Кăвар çине çу сапнă евĕрех вĕри пулĕ терĕм.

– Каçар мана, Рая. Ачасене калама тăхта. Хамах пĕлтерĕп. Вĕсем пысăк ĕнтĕ. Ашшĕне йывăрпа та пулин ăнланма пултарĕç-и, тен.

Ир енне минтер йĕп-йĕпе пулнă ман. Хама епле алăра тытас тесен те куççуль юхма чарăнмарĕ. Мĕнле кӳренместĕп тесе шантарсан та кăмăла хытараймарăм.

– Упăшкана юраймарăм, вăл ыйтнине пурнăçлаймарăм. Мĕнле йĕркеллĕ пулма тăрăшсан та юратăва упраймарăм. Çавăнпа та манран уйрăлать юратнă арçын. Аванраххине, хитререххине, çепĕçреххине тупнă, – тенине хирĕç Татьяна нимĕн те чĕнмерĕ. Унтан алăран пырса тытса лăплантарма пăхрĕ.

– Парăнма ан васка. Юрататăн пулсан – кĕреш, çапăç, – терĕ. – Рая, санаторирен пăрахса кайма ан васка. Эс кунта канма килнĕ вĕт. Ĕмĕрне пĕрре çакăн пек хитре, ĕçчен, йăваш хĕрарăм канма тивĕçлĕ тесе шутлатăп.

Вăхăт çитмесĕрех яла пырса кĕрсен çын мĕн калĕ-ши? Çакăншăнах санаторире юлма килĕшрĕм. Тумсене шкапа çакса хутăм. Юлнă кучченеçсене сĕтел çине кăлартăм.

– Рая, эп кам пулса ĕçленине пĕлесшĕн-и эс? Хӳхĕмлĕх тăвакан эп – хамăр хуламăрти чи пысăк илем салонĕн хуçи. Эс, тархасшăн, эп каланине çывăха ан ил, ан çиллен, атя паянах санран çĕнĕ сăнар калăплатпăр. Çӳçне хулпуççи таран касăпăр. Питне писев сĕрĕпĕр. Ӳт-пĕвӳ сан хĕрĕнни пек. Эпĕ ав юлашки вăхăтра мăнтăрлантăм. Мана çав-çавах самăрлăх килĕшет. Чим-ха, тăхăнмалли тенĕрен – чăматанри мана пĕчĕкленнĕ япаласемпе хăвна кирлĕ пек усă кур. Эпĕ хампа тĕрлĕ капашлă тум илсе çӳреме юрататăп. Тăрук унта...

Çăвара карсах пăрахрăм. Таня çине пĕртте çилленес килмерĕ ман.

– Тепĕр тесен мĕншĕн эксперимент туса пăхас мар? Ялти карчăк-шăрчăк тĕлĕнсех кайтăр. Санатори-курорт усса кайнă теччĕр кинемисемпе мучисем.

– Хĕвел ансан ташă каçне анăпăр. Паян унта паллашу каçĕ пулать. Илтетĕн-и, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче янăранă юратнă хитсем чĕресене çупăрлĕç...

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 677, Хаçат: 8 (1101), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: