Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей Федерацийĕн Коммунистсен партийĕнчен уйрăлса тухнă «Коммунисты России» çамрăк парти пулсан та чылай ĕçпе палăрма пултарчĕ. Паянхи кун вĕсем хăйсене чăн-чăн коммунистсем, рабочисемпе хресченсен интересĕсене хӳтĕлекенсем теççĕ. Тĕрĕссипе, партин политики пит интереслентермест-х а, ĕçĕсем вара, чăнах та, кăсăклантараççĕ. Вĕсем обществăшăн резонанслă пулчĕç. Хыпар кăларăмĕсенче Раççей коммунисчĕсем пирки час-часах каланине илтме тӳр килчĕ. Пуринчен ытла КПРФпа мĕншĕн хирĕç пулни интереслентерет. Партисем пĕр-пĕрне критикленине интернетра та курма пулать. Мĕн уйăраççĕ вĕсем? Мĕншĕн коммунистсен утиялне кашни хăй енне туртать? Ыйтусене уçăмлатас шутпа çак партин республика комитечĕн пайташĕпе Лиана Михалевăпа курса калаçрăм. Пĕлĕвĕпе вăл педагог, нумай çул Англире, Австралире ĕçленĕ. Пултаруллă вĕрентекене Японие те ĕçлеме чĕннĕ, анчах вăл пурпĕрех хăй пурнăçне тăван çĕршывпах çыхăнтарма шутланă.

– Лиана Валерьевна, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕн малтанхи ĕç пачах та политикăпа çыхăнман. Мĕн хистерĕ-ха политикăна килме? Мĕншĕн коммунистсен партийĕ? Пĕрре пăхса сире Жириновский ертсе пыракан ЛДПР кăмăл-шухăшĕ çывăхрах пек?

– Обществăлла ĕçсене тахçантанпах илсе пыратăп. Хусан хулинчи Советски районне кĕрекен Дербышкинче халăх уçăлса çӳреме кăмăллакан вырăнсене юхăнтарса çӳп-çап купи айне тăвасран хӳтте илсе кĕрешме тытăннинчен пуль ман обществăлла ĕç пуçланчĕ. Комсомольски ячĕллĕ кӳлле сыхласа хăварассипе, таврари вăрмана çӳп-çапран тасатассипе çулталăкне темиçе хутчен пысăк субботниксем ирттерме пуçларăм, халăх йышлă хутшăнчĕ вĕсене. Поселокра унччен «Ракета» стадиона кăна кирлĕ шайра тытса тăратчĕç, ăна та Универсиадăн стратегилле объекчĕ пулнипе кăна. Субботниксене тухма йыхăрса пĕлтерӳсем çакма пуçларăм. Анчах вĕсене ЖКХ хушнипе-и çиччас çурса илетчĕç. Сисетĕп-ха, хирĕç пулнисем ура хума хăтланаççĕ. Кӳлĕ пирки калас пулсан, вăл вăрçă ветеранĕсемшĕн питĕ те хаклă, мĕншĕн тесен ăна вĕсем чавса тунă. Кӳлле типĕтсе автомашинăсем валли стоянка тăвасси пирки сас-хура тухсан пушшех те пăшăрханма пуçларĕç. Чăнах та, район администрацийĕ хушнипе кĕçех бульдозерсем килсе çитрĕç. Вĕсене хирĕç пĕчченех тухрăм, кӳлĕ çывăхне ямарăм. Каярахпа администрацие те çитрĕм. «Ăçта сĕкĕнен, килте ларса йăлăхтарчĕ-и? Ĕç çук та çӳреççĕ кунта ухмахланса», – тени мана тарăхтарсах ячĕ. Анчах шыв пурпĕрех пачĕç, кӳлĕ каллех тулса сарăлчĕ. Кун хыççăн ман тавра пуçтарăннă активистсем пĕр-пĕр партие кĕме сĕнчĕç, ун чухне сана çăмăлрах пулать терĕç. Эпĕ унччен политикăна кĕме шутламан та. Партие чун ыйтнипе мар, кирлишĕн кĕтĕм – ЛДПРа. Вĕсене тытăннă ĕçе малалла тăсма, пулăшма ыйтрăм. «Кĕçех суйлав, енчен те пире сасă пуçтарма пулăшатăн пулсан, сана та пулăшăпăр», – терĕç ЛДПРсем. Çанă тавăрса ĕçе пуçăнтăм. Кӳлле хӳтĕлессипе митинг йĕркелерĕм, тăма вырăн çук, халăх йышлă пуçтарăнчĕ. ЛДПРсем тĕлĕнсех кайрĕç. Ара, ĕçлеме пуçласанах çакăн пек кăтарту. Мана вара ку пĕрре те тĕлĕнтермерĕ, мĕншĕн тесен халăх тахçанах ĕçе курса хисеплеме пуçланă. Çакăн хыççăн кулăшла пулăмсем те пулчĕç. Республика Сабантуйĕнче район администрацийĕ ман тивĕçсене хăй çине илсе Комсомольски кӳллине сыхласа хăварма пултарнипе мухтанчĕ, анчах кунта никам та, нихăçан та пĕр администраци çыннине те курман. Партие те пуçарнă обществăлла ĕçсем пăшăрхантармарĕç, эпĕ сасă пуçтарма пултарни кăна вĕсене интереслентерчĕ. Çавăнпа ку партирен тухма шутларăм.

– Миçемĕш çулта пулчĕ ку ĕç?

– 2010 çулта. Партирен тухсан «Солидарность» обществăлла юхăм йĕркелерĕм. Çуркунне каллех пысăк субботника хатĕрлентĕмĕр. Ĕçлекенсене савăнăçлăрах пултăр тесе артистсене, «Четыре татарина» КВН ушкăнне чĕнтĕмĕр. Çак мероприятие коммунистсем хутшăнчĕç. Чĕнмен те вĕсене, хăйсен ирĕкĕпе пырса çитрĕç. Унсăр пуçне вĕсем ачасене апатпа тивĕçтерчĕç, çӳп-çап пуçтарма кирлĕ хатĕрсемпе пулăшрĕç, активистсен телефон çыхăнăвĕшĕн тӳлерĕç. Ун чухне «Коммунисты России» «çуралманччĕ-ха», КПРФ секретарĕ Альфред Валиев хăй те хутшăнчĕ. Мана вăл килĕшрĕ. Партие кĕме хистеменни те лăплантарчĕ. Хăйсене кирлишĕн кăна туслă пулас теменни те килĕшрĕ. Пуçарнă ĕçсенче пулăшма пулни, паллах, савăнтарчĕ. Эсĕ никам та пулмасан паян мĕн-тĕр тума йывăр. Валеев вара кăмăл пулсан парти ларăвĕсене те хутшăнма пултаратăн терĕ. Пĕрре-иккĕ пулнă хыççăн коммунистсен партине кĕме шутларăм, хальхинче ĕнтĕ чĕре хушнипе...

■ Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
Сăнӳкерчĕксем Л.Михалева архивĕнчен.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 1082, Хаçат: 8 (1101)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: