Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Анат Чакă ял хутлăхĕ кăçал та хăнасене тарават йышăнчĕ. Николай Павлович Бултыков вĕрентекене асăнса çуллен йĕлтĕр ăмăртăвĕ ирттересси кунта тахçанах ырă йăлана çаврăннă. Сăмах май, кăçалхи шучĕпе çиччĕмĕш пулчĕ. Ăна яланхи пекех хальхинче те Николай Павловичăн çемйи, вĕренекенĕсем, вырăнти ял хутлăхĕ йĕркеленĕччĕ.

«Николай Павлович хисеплĕ çынччĕ, вăл кашнин чĕринчех упранса юлнă. Паянхи кун та чăвашпа тутара, ватти-вĕттине пĕрлештерсе тăрать. Ку вăл питĕ аван пулăм, тавтапуç çемйине, йĕркелӳçисене, спортсменсене. Сире пурне те ăнăçу сунатăп», – терĕ шкулти спорт залĕнче пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Шадриков.

Шкулта чухне Айсылу Ринатовна Шигабутдинова директорпа калаçма тӳр килчĕ. «Николай Павлович тĕлĕнмелле ăста вĕрентекенччĕ, спортпа туслăччĕ. Ял çамрăкĕсене физкультура, кайран ОБЖ вĕрентрĕ. Чаплă вĕрентекенсĕр пуçне тата аван çынччĕ те вăл, яланах канаш парса пулăшатчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна халалланă ăмăртусем таврари пĕтĕм çынна пĕрлештерсе тăраççĕ, ытти регионти спортсменсене те илĕртеççĕ. Николай Павлович яланах пирĕн асра, паянхи кун та хисеплесех тăратпăр ăна. Уйрăмах çак мероприятие ирттернĕшĕн мăшăрне Зоя Михайловнăна, хĕрĕсене Аленăпа Сильвия Николаевнăсене тав тăвас килет. Вĕсем тăрăшнипе çак ăмăрту район уявĕ пулса тăчĕ», – терĕ Айсылу Ринатовна. Ун сăмахĕсене çирĕплетнĕ пекех Анита Нятюнова та нумайăшĕ çак ăмăртусене Николай Павловича хисеплесе килнине пĕлтерчĕ. «Кашни çулах хутшăннă, кăçал кăна кăшт чирлерĕм те хутшăнас мар терĕм, хамăн вĕрентекене хисеплесе пурпĕрех килтĕм ĕнтĕ. Ялти çыннăн ĕç сахал мар, хăвăрах ăнланатăр. Çамрăксем тухни татах та савăнтарать», – терĕ çамрăк хĕрарăм...

■ САНТĂР Элтиярĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 1407, Хаçат: 8 (1101), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: