Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрне вĕçĕнче ТР Патшалăх Канашĕн Вĕрентӳпе, наукăпа тата наци ыйтăвĕсем енĕпе комитетĕнче республикăри наци литературин аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе Раççейри литература çулталăкне халалланă «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ТР Вĕрентӳпе наука, Культура министерствисем, Пичетпе массăлла коммуникацисен «Татмедиа» республика агентстви, Наука академийĕ, Хусанти федераллă университет, Тутарстан Писательсен союзĕ, Вĕрентӳ аталанăвĕн институчĕ хутшăнчĕç.

Литература аталанăвĕ пирки калас пулсан, паян вăл аталанать, кунсерен тенĕ пек авторсен çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавĕсем çуралаççĕ. Жанрсем те пуян, кашни хăй валли кирлине тупма пултарать. Чи пысăк проблема шутне халăх сахалрах та сахалрах кĕнеке вуланине кĕртмелле. Уйрăмах çамрăк ăрăва алла кĕнеке тыттарма кăткăс. Ытларах интернетран информаци илме кăмăллакан çамрăксем вуласшăн мар. Раççей тахçанах хăйĕн чи нумай вулакан çĕршыв статусне çухатнă. Инди те пиртен иртсе кайнă ĕнтĕ. Библиотека сентрисем çинче кĕнекесем хăйсен вулаканне тупаймасăр тусанланса выртни хурлантарать. Çак çивĕч ыйтусемпе канашлăва филолог-ăсчахсем, наука учрежденийĕсемпе вĕрентӳ организацийĕсен ертӳçисем, обществăлла организацисен пайташĕсем, писательсемпе поэтсем, журналистсем, вĕрентекенсем хутшăнчĕç, докладсем турĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ Тутарстан халăхĕсен литературине упраса хăварса аталантарас майпа муниципаллă йĕркеленӳсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, ТР ĕç тăвакан власть органĕсен ĕçĕсене пĕрлештерсе вăйлатассипе, тĕрлĕ халăх çыннисен хушшинчи çыхăнăва, ăнланăва аталантарассипе, халăхсен культурисен, чĕлхисемпе литературисен эткерне тĕпчессинче пĕрле ĕçлессипе тата вĕренекенсен тимлĕхне культурăн пуян эткерĕпе, тăван чĕлхепе кăсăклантарассипе çыхăнчĕ.

Ларура республикăмăрти наци литературин аталанăвĕ, вĕрентӳ программине ытти халăхсен хайлавĕсене кĕртесси, профессиллĕ кадрсене хатĕрлесси пирки уйрăмах нумай калаçрĕç.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 594, Хаçат: 8 (1101)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: