Автомобильсен шучĕ çулран-çул ӳссе пынăран-ши нумайăшĕ ют автотранспорта хапсăнакан çук тесе çăмăлттайла шутлать. Анчах ТР ШĔМĕн уголовнăй шырав управленийĕн уйрăм ертӳçи Р.Габбазов черетлĕ брифингра ку апла маррине çирĕплетрĕ. 2015 çул пуçланнăранпа кăна Тутарстанра 13 çăмăл машинăна вăрлама ĕлкĕрнĕ. 2014 çулта пурĕ çакăн пек 1062 тĕслĕхе шута илнĕ.
– Кун пек преступленисем çынсем урамра сахал чух, çĕрле 1-2-ре е ирхине 6-7 сехетсенче пулаççĕ. Вăрăсене çийĕнчех тытас тесен йĕрсене пирвайхи темиçе сехетре тĕрĕслесе ĕлкĕрмелле. Çынсем полицие вăхăтра пĕлтерменрен преступление уçса парасси йывăрланать, – терĕ подполковник кун пирки. Статистика кăтартнă тăрăх, машинăсене ытларах Хусанта вăрлаççĕ-мĕн. Кăна та ăнланмалла, Хусан – миллионлă хула.
Йĕрке хуралçин сăмахĕсемпе, тепĕр йывăрлăх вăл – преступление лайăх хатĕрленнĕ, кашнине уйрăм ĕç палăртнă преступниксен ушкăнĕсем туни. Вĕсем вара хамăр республика çыннисем те, ют регионсенчен ятарласа килекеннисем те. Машинăн алăкĕсене уçакан, сигнализацие пусаракан, двигателе хускатакан кодграбер пек ятарлă хатĕрсемпе усă кураççĕ вĕсем. Шел те, çак хатĕрсене туянасси хальхи вăхăтра йывăр та, хаклă та мар.
2014 çулта республикăн полици ĕçченĕсем машина вăррисен икĕ ушкăнне тытса чарнă. Вĕсенчен пĕри – «Тойота РАФ-4» иномаркăсем енĕпе «специализациленнĕ». Хальхи вăхăтра 7 машинăна хуçисене тавăрса панă. Тепĕр ушкăн хамăр çĕршывра туса кăларакан «Лада Приора» машинăсене ытларах вăрланă. Хальлĕхе вĕсем 13 автомашина вăрлани паллă.
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75