Ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк бизнес Элкел районĕнчи пек аталанни республикăра сайра-тăр. Кунта темиçе фермер хуçалăхĕ йĕркеленсе паянхи кун ăнăçлă ĕçлет. «Хузангаевский» ЯХПК, «Красный Восток» агрофирмăсем пек пысăк хуçалăхсем пурри конкуренцие кăна ӳстерет. Чăн та, фермерсен йывăрлăхĕ çук мар-ха, калăпăр, районта пушă çĕр çукки ал-урана çыхать. Хăратари мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен К.Миндрюковшăн та акă хăйĕн çĕр лаптăкĕ çукки пысăк чăрмав. Апла пулин те фермер маларах палăртнă планран пăрăнмасăр сăвăнакан ĕнесен шутне 100 пуçа çитерме шутлать.
Паллă ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен хальхи тĕп тĕллевĕ – картари выльăха ăнăçлă хĕл каçарасси. К.Миндрюковăн ку енĕпе кăçала йывăрлăхсем çук, арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕ пулмасан та çулла выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Улăмпа «Хузангаевский» ЯХПК пулăшнă пулсан, утта çемйипе, тăванĕсемпе пĕрле çырма-çатрасенчен çулса пухнă. Çынсен çĕр лаптăкне тара илсе те курăк ӳстернĕ. «Выльăха хĕл каçарассинче йывăрлăх пулмасть, апат çитет. «Хузангаевский» хуçалăх пире улăма тӳлевсĕрех парать, тыр-пулпа фуража укçалла туянатпăр», – терĕ фермер хăй хуçалăхĕпе пире паллаштарнă май.
Константин Валентинович ял хуçалăхĕнче çĕнĕ çын мар, хăй вăхăтĕнче темиçе çул «Хузангаевский» хуçалăха ертсе пынăскершĕн, ял çыннисене паракан патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çемье ĕçне пуçарма йывăр пулман, мĕн тесен те – пĕлнĕ ĕç. Темиçе çул каялла малтан çемье фермине йĕркелесе пăхнă. Сăвăнакан 4 ĕне пулнă вĕсен ун чух. Сĕт сутса та тупăш пуррине кура виçĕ çул каялла фермер хуçалăхнех йĕркелеме шутланă. Программăпа ферма çуртне лартнă, техника илнĕ. Хальхи вăхăтра Миндрюковсен хуçалăхĕнче пурĕ 54 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 24-шĕ сăвăнакан ĕнесем. Техника енчен те йывăрлăх çук, хăйсен икĕ трактор. Ĕнесене алă вĕççĕн сумаççĕ.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75