Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 6№.)

Калав

***

Германа парне тăвас тесе ним пĕлтермесĕр пырса кĕтĕм санаторин аслă хапхинчен. Утăм тусанах çăтмаха лекнĕн туйăнчĕ. Еплерех илемлĕ кунта, хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Кайăксем юрлаççĕ. Пуçăм çаврăнсах кайрĕ.

Пурте савăнăçлă кунта: сиплекенсем те, канма пынисем те. Тухтăрсем аван кĕтсе илчĕç мана. Ĕçтешĕ канма вăхăт тупнишĕн хĕпĕртерĕç пулас. Веçех куç туллин пăхса çаврăнтăм: тĕп корпусри фойе çутă та пысăк, йĕри-тавра чечек.

Мăшăр пӳлĕмне вырнаçма шанса кăмăллăн калаçма тăрăшрăм администраторпа та. Илĕртӳллĕ майра Герман Семеновпа пĕрле пурăнма хальлĕхе майсем çуккине пĕлтерчĕ. Вăл вырнаçнă икĕ вырăнлă пӳлĕмре иккĕн пурăнаççĕ тет. Пушă пӳлĕмсем хальлĕхе çук имĕш.

– Пăртак кĕтме тивĕ. Халь вара сире пĕччен пурăнма юратман Çĕпĕр хĕрарăмĕ патне вырнаçтаратăп. Вăл тахçантанпах юлташ кĕтетчĕ.

– Юрĕ эппин, пит аякран, Çĕпĕртен, пĕр хăрамасăр Хусан çывăхне канма килнĕ хĕрарăмпа кăмăллăрах та пулĕ, – шӳтлес килмесĕрех шӳтлеме пăхрăм эп. Хальччен кĕтнине тата пăртак кĕтсе пăхăп текелесе шанăçпах тăваттăмĕш хута хăпартăм.

Мĕн кулянатăп-ха – пӳлĕмре хăтлă, илемлĕ. Чӳрече кăнтăр енне тухать. Çывăхрах – вăрман. Ир те, каç та уçă сывлăш. Номерте холодильник те, телевизор та пур. Вырăнĕ çемçе, шурă. Ун çинче крахмалланă простынь таврашĕ. Тумбочкине тем те кĕрет тата. Паланлă кучченеçĕсем шурă пĕчĕк шкапа веçех вырнаçрĕç темелле.

– Салам, салам, хисеплĕ çыннăмăр, – хаваслăн калаçрĕ хайхи кӳршĕ пулаканни алăкран пырса кĕнĕ-кĕмен. – Сана эп нумайранпах кĕтетĕп. Пĕчченлĕхе юратмастăп эп. Тунсăх пусать.

Мана хирĕç çӳллĕ те кĕрнеклĕ хĕрарăм куларах пăхать. Пичĕ пиçсе çитнĕ панулми евĕр хĕп-хĕрлĕ. Кăвак куçĕ пăралать. Тупата та илемлĕ. Мăнтăрлăхĕ еплерех килĕшет тата хăйне. Чăн-чăн Çĕпĕр хĕрарăмĕ.

– Салам, эпĕ – Рая, ял фельдшерĕ. Йăмраллă, çырма-çатраллă пĕчĕк чăваш ялĕнчен пуçласа тĕнче курма тухса килнĕскер ак сирĕн умăрта тăратăп, – ытла та чипер пулнипе ун çине пăхма та именетĕп эп.

– Санпа туслашасса шанатăп, килти пек пул. Канма килтĕн-тĕк – ăнăçлă канмалла пултăр эппин.

Таньăна кунта тата упăшка канни, вăл еплерех сăн-пуçлă пулни, хам мĕн ĕмĕтпе килни çинчен пĕр пытармасăр каласа патăм. Вăл хăтланса пăх-ха тенĕ евĕр пуçне çеç суллакаласа ларчĕ. Пĕр чĕнмесĕр итлерĕ, нимĕнех те каламарĕ.

– Çĕнĕрен ĕмĕтленсе пăхасшăн эппин упăшкун пуçне çавăрма, çамрăк чухнехине аса илесшĕн? – ун сассинче лăпкăлăх, шанăçлăх сĕмĕ палăрчĕ. – Ырлатăп. Тытăнса пăхăпăр эппин. Чи малтан арçын чунне ăнланма, ун чĕри хĕлĕхĕсемпе выляма вĕренме тивĕ пире.

– Тем, ăнланаймарăм-ха сире, – аптрасах кайрăм эп.

– Ан васка, тилхеперен ан турт, вăхăт çитсен хăвах тавçăрăн...

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 615, Хаçат: 7 (1100), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: