Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Акрель ялĕн шкул урамĕнче вырнаçнă хăтлă та тирпейлĕ çурт умĕнче мăнаçлăн кашласа ларакан тăватă чăрăш йывăççи урампа иртсе пыракансене хăйсен сулхăнĕнче канма ларса, лăссисенчен сарăлакан техĕмлĕ шăршăпа сывласа киленме йыхăрнăнах туйăнать. Пĕрремĕш йывăç, кĕрнеклĕ те капмар ӳснĕскер, саркаланса вырнаçнă лапсăркка та çирĕп тураттисемпе ытти хунавсене хĕллехи вăхăтра çил-тăманран, шартлама сивĕсенчен хӳтĕлет, çуллахи шăрăхра сулхăн парса тăрать. Çак йывăçа кил-çурт хуçин ячĕпе лартса ӳстернĕ. Иккĕмĕшне, кăшт лутрарах йывăçа, яштака та пиçĕ вулăллăскерне, капăр тунипе çумĕнчи йывăçа тĕрĕнсе, ăна тураттисемпе ачашшăн çупăрласа тăраканскере, кил хуçин мăшăрĕн ятне панă. Вĕсем çумĕнче пĕр-пĕринпе ăмăртмалла çӳлелле кармашакан хунавсене мăшăрăн телейлĕ те савăнăçлă пурнăçĕнче çуралса çитĕннĕ икĕ ывăлĕ – Коляпа Славик ячĕшĕн пăхса çитĕнтернĕ. Çакăнта пурăнакансен кашнин хăйне евĕрлĕ пурнăç, шăпа. Кил хуçи – Николай Никифорович Трофимов. Вăл ĕç ветеранĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ. Çарăмсан районĕнче хисеплĕ те сумлă çын. Нумай çул хушши райком бюровĕн пайташĕ пулнă, район канашĕн депутатне суйланнă. Унăн ятне районти сумлă çынсен кĕнекине те кĕртнĕ. Сăнӳкерчĕкĕ нумай çулсем хушши Çарăмсанти тĕп урамра Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Ун ятне Тутарстанăн энциклопедийĕнче ял хуçалăх производствинче чи лайăх ертӳçĕ тесе çырса хунă. Н.Н.Трофимов Фрунзе ячĕллĕ колхозра çирĕм çула яхăн ĕçленĕ, ăна малтисен ретне кăларнă.

Николай

Николай 1933 çулта Акрель ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Часах халăхшăн йывăр вăхăтсем – вăрçă пуçланать. Ялти вăйпитти арçынсене вăрçа илсе каяççĕ, Николайăн ашшĕне те пĕрремĕш кунсенчех фронта ăсатаççĕ. Марье аппа тăватă ачипе арçын аллисĕр тăрса юлать. Колхозри, килти ĕçсем хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем çине тиенеççĕ. Вăрçăн хурлăхлă хыпарĕсем çак çемьерен те пăрăнса иртмеççĕ, Марье мăшăрĕ паттăррăн çапăçса пуç хуни çинчен хыпар илет. Ашшĕсĕр тăрса юлнă ачасене ачалăхран питĕ ир уйрăлма тивет.

– Эпир вăрçă вăхăтĕнчи ачасем. Выçăллă-тутăллă, нушаллă пурнăçа тӳссе ирттерме тиврĕ. Килте тĕртсе çĕленĕ тумтирпе, урана çăпата сырса çӳреттĕмĕр. Пирĕн ялта пуçламăш шкул кăначчĕ, ăна пĕтерсен улт-çичĕ çухрăмра вырнаçнă Йăвашкел ялĕн шкулне çӳрерĕмĕр. Хирсем урлă пынă чухне Николай çут çанталăк пулăмĕсене сăнама юрататчĕ: çуркунне ӳсен-тăрансем тымар ярса хĕвел ăшшипе ӳснине, çулла тинĕс пек хумханса ларакан тырă пуссине. Ачаранах вăл вăйлă тыр-пул ӳстерсе халăха тăрантарма ĕмĕтленетчĕ, – аса илеççĕ унпа пĕр урамра ӳснĕ пĕр тăван Наумовсем.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Николай Свияжскри агрономи техникумне вĕренме кĕрет. Диплом илсен кӳршĕ ялта Йăвашкелĕнче ĕçлеме тытăнать. Хастар ĕçлеме пуçăнать çамрăк специалист. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă пуçлать, çынсене пысăк пахалăхпа ĕçлеме тĕллев лартать. Пысăк тухăç илес тĕллевпе тыр-пул сорчĕсене çĕнетессипе нумай ĕçлет.

Харпăр пурнăç та улшăнать. Кĕтмен çĕртен вăл хӳхĕм хĕрпе паллашать, унăн йăл кулли, калаçăвĕ каччăн чĕрине тыткăнлаççĕ. Канăçне çухатать вăл, юрату хуçаланма пуçлать чĕрере. Пĕр-пĕрне кăмăлланăскерсем часах ĕмĕр пĕрле пурăнма сăмах парса туй тăваççĕ. Аллăмĕш çулсен варринче Çĕнĕ çулта Марье аппан килне иккĕмĕш кин кĕрет. Телейлĕ мăшăршăн вăхăт сисĕнмесĕр иртет, часах кĕркунне çитет, вĕсен ывăл ача çуралать. Çак хушăра Николая çара кайма повестка килет. Çамрăк арăмне хăварса вăл виçĕ çул Украинăра хĕсметре тăрать. Çартан таврăнсан Фрунзе ячĕллĕ хуçалăхра тĕп агрономра ĕçлеме пуçлать.

 

Çитĕнӳсен çулĕпе

Икĕ яла пĕрлештернĕ хуçалăх пысăк, ĕçĕ нумай. Ака-сухара механизаторсен ĕçне йĕркелемелле, ĕç пахалăхне тĕрĕслемелле, пур çĕре те ĕлкĕрмелле, пĕтĕм вăйне парса тăрăшать вăл. Çулсерен тĕш-тырă тухăçĕ ӳссе пырать, совет влаçĕ 50 çул тултарнă тĕле вăл пысăк çитĕнӳпе – патшалăха тырă сутмалли плана 170 процента çитерет. Агроном ĕçне патшалăх «За трудовую доблесть» медаль парса чыслать. Тăрăшса ĕçлекене ял та чыслать, пуçлăхсем те асăрхаççĕ. 1967 çулта Николай Никифоровича Фрунзе ячĕллĕ хуçалăхăн пуçлăхне суйласа лартаççĕ. Вăл вăхăтсене аса илсен ассăн сывласа илет ĕç ветеранĕ.

– Колхоз выльăхĕсене улăм витнĕ йывăç хуралтăсенче усратчĕç, мĕнпур ĕçе алă вăйĕпе тăватчĕç, ĕнесене алăпа сăватчĕç, выльăх апачĕ çителĕксĕр пулнипе çынсем фермăран каятчĕç. Трактор паркĕнче те техника сахалччĕ. Çулсем япăх, ку хуçалăх ĕçĕсене вăхăтлă тума чăрмантаратчĕ, – каласа парать вăл.

Çамрăк пуçлăх май килнĕ таран механизаторсен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен ĕçне çăмăллатма тăрăшать. Стройка ĕçĕсене çулла кăна тума пултарнипе хĕлле кирлĕ материалсем хатĕрлеççĕ...

■ Михаил НАРАТОВ.
Çарăмсан районĕ,
Акрель ялĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 881, Хаçат: 7 (1100)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: