Рункăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта Пăва районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен черетлĕ ларăвне пуçтарăнчĕç. Ку ларăва чăваш литература классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланăччĕ.
Чи малтанах учительсем çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Сайкина ирттернĕ уçă урокра пулчĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем «Константин Ивановпа Габдулла Тукай пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем» темăпа иртнĕ урока тĕплĕн хатĕрленнĕ: поэтсем çинчен хăтлавсем хатĕрленĕ, кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ, сăвăсем пăхмасăр вĕреннĕ. Уçă урока ирттернĕ чух учителĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ палăрчĕ. Икĕ туслă халăхăн пĕр вăхăтра пурăннă чаплă поэчĕсен шăписем пĕрешкелех пулнă: сахал вĕреннĕ, вырăс поэчĕсен хайлавĕсене куçарнă, халăх сăмахлăхне пухнă, революцие хутшăннă, халăхăн асаплă пурнăçĕ çинчен çырнă, авланман, пĕр чирпех чирленĕ, çамрăкла вилнĕ, каярахпа иккĕшĕ те халăх хисепне, юратăвне тивĕçнĕ...
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75