Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 23-мĕшĕнче Хусанти халăхсен Туслăх çуртĕнче «Хусан чăвашĕсем» ушкăнăн Петĕр Хусанкай сăввипе çырнă «Мунча шăрши» юрă клипĕн хăтлавĕ иртрĕ. Кун пек шайри клип чăвашсен хальччен пулманччĕ тесен те йăнăш мар-тăр.

Туслăх çуртне халăх сахал мар пуçтарăнчĕ çав кун, П.Хусанкай ячĕллĕ ЧНКЦ председателĕ В.Казаков Хусан чăвашĕсене уяв ячĕпе саламланă хыççăн пухăвăн тĕллевĕсене палăртса кун йĕркипе паллаштарчĕ. Паллах, тĕлпулăвăн сăлтавĕ «Мунча шăрши» çĕнĕ юрă клипĕн хăтлавĕ пулчĕ. Çавна кура клипа кăтартиччен малтан унăн историйĕпе «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ К.Малышев кĕскен паллаштарчĕ. Вăрçă витĕр тухнă классикăн П.Хусанкайăн 1943 çулта çырнă сăввин сăмахĕсемпе ушкăн паллашнă хыççăн вăхăчĕ самаях иртнĕ. Юрă 2014 çулти кĕркунне тĕлне кăна хатĕр пулнă иккен. «Хусан чăвашĕсен» ушкăнăн ертӳçи, çамрăк композитор А.Наумов Петĕр Хусанкай сăввине кĕвĕлеме малтан хал çитереймессе иккĕленнине пытармарĕ. «Вăл чăваш литературин классикĕ, енчен те ун сăввисене юрра хывас пулсан çав тери хăватлă, кашни çулти çынна килĕшмелле тумалла. Ăшра пиçсе çитнине туйсан лартăм та пилĕк минутрах кĕвĕлерĕм, анчах унтанпа нумай хутчен ылмаштарма, мĕн-тĕр хушма, ытлашшине кăларма тиврĕ», – терĕ хăй кун пирки.

■ Алексей АЛЕКСАНДРОВ.
В.Петрова сăнӳкерчĕкĕ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 887, Хаçат: 7 (1100)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: