Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Маша, Даша, Катя» тесе чĕнни илтĕнет ферма витин алăкне уçнă-уçман. Пăва районĕнчи В.Чернов ячĕллĕ агрофирмăна кĕрекен «Правда» хуçалăхăн дояркисем кунта ĕнесем кăкараççĕ иккен. Ĕнисем те ăслă тата. Пурте хăйсен вырăнĕсене шăп кăна кĕрсе тăраççĕ. Тахçанах куритере пăс кăларса выртакан силос шăрши вара ĕнесене хăвăртрах çиме хистет.
Ферма заведующийĕ Лариса Мужикова каланă тăрăх, ĕлĕкрех кунта темиçе вите пулнă. Халĕ сăваканнисен пĕр вите çеç. Вити пĕчĕк мар, паллах, тăватă ретлĕ. Урăхла каласан, икĕ вите пысăкăш. Ĕнесем те нумай вырнаçаççĕ. Ик çĕр вунă пуç сăваканнисем кăна.
Дояркисем... пĕринчен-пĕри маттур. Тĕслĕхрен, Нина Волкова вăтăр пĕр çул хушши ĕне суса тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та паян кун та ферма ĕçне пăрахман-ха. Галина Петровăн та доярка ĕçне кӳлĕнни çитес январьте вăтăр виçĕ çул пулать. Надежда Егорова та шкул пĕтерсенех ял хуçалăхне çĕклеме тытăннă. Вун пĕр çул ĕнесемпе «çапăçать». Олеся Егорова вунă çулах ĕçлемест пулсан та хăйпе пĕрле ĕçлекенсенчен пĕрре те кая юлмасть.
– Çамрăксем ферма ĕçне пĕрре те хисеплемеççĕ. Ирхине виççĕре тăрса тислĕк шăрши шăршласа ĕнесемпе тарăхасшăн мар вĕсем, – теççĕ дояркăсем. –Халĕ ĕлĕкхи мар, ĕçе çӳременшĕн статьяпа хăратмаççĕ.
– Ĕçленине кура укçине параççĕ-и вара? – кăсăклантăм эпĕ.
– Параççĕ, параççĕ. Юлашки уйăхсене вăхăтлах илсе тăратпăр-ха, – пĕр харăс хуравлаççĕ ĕçченсем.
– Панин усси. Иртнĕ уйăхшăн пин çурă пачĕç. Çавăншăн пĕр уйăх çĕрĕн-кунĕн ырми-канми ĕçленĕ, – терĕ пĕри чăтаймасăр.
– Сĕтне кура тӳлеççĕ ĕнтĕ, сĕтне кура, – хушса хучĕç теприсем. – Халĕ çуллахи мар çав, сĕт чакнă.
– Çак уйăхшăн ĕç укçи вырăнне сахăр песокĕ пама йышăннă терĕç-ха, – тет ферма заведующийĕ. – Уншăн та тав.
– Аван, аван, паччăр. Халĕ ĕлĕкхи мар. Песокĕ те кирлĕ. Ăна та укçалла илмелле вĕт, – килĕшрĕç ĕне сăвакансем унпа. – Юлашки çулсенче чĕкĕнтĕр çумлаттармаççĕ те, песок та çук.
Коллектив хăйсен хушшинче туслă ĕçленине калаçнă тăрăхах сăнама пулать. Ыйту çине хуравламашкăн та тахçанах хатĕрленсе тăнă тейĕн.
Юлашки çулсенче ял хуçалăх ĕнисем тĕрлĕ чирсемпе аптраççĕ. «Правда» ĕнисен сывлăхĕ çинчен те вĕсенченех ыйтса пĕлес терĕм.
– Пачах та чирлемеççĕ теме çук ĕнтĕ. Хăрушă чирĕ палăрсах каймасть. Анчах, шел пулин те, вăкăрсене пĕтерчĕç, – тĕрĕслĕхе уçса пачĕç ĕçченсем. – Халĕ ĕнтĕ ферма ĕнисенне кăна мар, килтисенне те сĕтне вĕретсе ĕçмелле. Вуççех те ĕнесĕр тăрса юлатпăр-и ĕнтĕ? Ун пек пулсан ĕçсĕр юласси те инçе мар.
Чăнах та, пăшăрхантаракан ыйту. Çапах та çав шаях çитерме памĕç пирĕн хуçасем. Мĕнле майпа та пулсан чирсене чарма пултарĕç. Анчах вăхăт пĕр вырăнта тăмасть.
 
АРÇЫН ĔÇĔ
Ялта пурăнакан арçын шкулта ĕçлемест пулсан, паллах, фермăра е трактор паркĕнче тăрмашать. Скотниксене кăна илер. Çулла кĕтӳ кĕтеççĕ. Хĕлле вара ĕçĕ нумайрах вĕсен. Кунĕпе тенĕ пек выльăх апачĕ турттараççĕ. Çăнăх илме пĕр çĕре, сенажпа силосне тиеме тепĕр çĕре çитмелле. Унтан вĕсене куритесем çине хурса тухмалла (сăнӳкерчĕкре Василий Петров, Ильдус Алимов тата хăйĕн ятне калама вăтанаканскер жом тиеççĕ).
– Те пире те «Суварта» кăларасшăн ĕнтĕ, – теççĕ жом тиекенсем. – Халиччен интеллигентсене çеç кураттăмăр-ха унта. Колхозниксене сум çук.
Кунта та куçран калаççĕ. Вăт сана, хуçалăх ячĕ мĕнле, çыннисем те çапла. «Правда» – чăнлăх, тĕрĕслĕх çав. Шел, председателĕпе курса калаçма тӳр килмерĕ. Бухгалтерпа иккĕшĕ те Хусана «тĕрĕслĕхе» çирĕплетме кайнă.
ПАЯН СЕНАЖ, ЫРАН...
– Анатолий Алексеевич Органов, – тесе паллаштарчĕ ферма заведующийĕ трактор умĕнче тăракан ĕçченпе. – Чи хастар механизаторсенчен пĕри. Питĕ шанчăклă çын вăл пирĕн. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть. Мĕн каланă – çавна тăвать.
– Юрĕ ĕнтĕ, çав териех ан мухта, – именсе хĕрелчĕ Анатолий Алексеевич. – Çын ĕçлеймен ĕç мар вĕт.
Анатолий Органов Пăвари СПТУра вĕренсе анлă профильлĕ тракторист дипломне алла илнĕ хыççăн çак хуçалăхра пĕр тăхтавсăр вăтăр виçĕ çул ĕçлет.
– Пенсие тухма нумай мар ĕнтĕ, тата ултă çул кăна трактор рульне тытмалли юлчĕ. Малашне çамрăксене çул парăпăр ĕçлеме, – тет механизатор.
Тракторпа çеç мар-ха, комбайн çинчен те анмасть. Вырма вăхăтĕнче «Донпа» хир тăрăх «ишет». Кĕркунне МТЗпа пылчăк çăрать. Хуçалăхра мĕн турттармалла – унта трактор чупмалла. Халĕ те акă (Анатолий Алексеевич ĕне витинчен тислĕк турттаратчĕ) вăл хăйĕн кустăрмаллă юлташĕ умĕнчен пăрăнмасть.
Çапла, паян урапа çинче сенаж пулсан, ыран, паллах, тислĕк тултараççĕ.
 
: 1328, Хаçат: 46 (724)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: