Калав
Упăшка кăçал та курорта мансăрах кайма пуçтарăнчĕ. Вăл каяссине пĕлсенех районăн тĕп пульницине вĕçтертĕм. Отпуск пама йăлăнса, йĕрсе ыйтсан та пуçлăх, тĕп пульницăн тĕп тухтăрĕ, мана илтесшĕн пулмарĕ.
– Тырçи вăхăчĕ, ху та пĕлен, Раиса Ивановна, механизатор-водител ьсене васкавлă пулăшу кирлĕ пулма пултарать, пирĕн мĕн тăвас сансăр? «Ăнсăртран – кĕмсĕрт» тенине илтнĕ-и? Чим-ха, ан хĕрӳлен. Кӳршĕ Ереп поселокĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ ĕçе тухсан пăхăпăр унта. Куç курĕ. Хальлĕхе Паланлă ялне тухтăрсăр хăварма ман нимĕнле ирĕк те çук, – терĕ.
– Борис Петрович, мĕнле-ха капла? Пĕрремĕш хут çапла тархаслатăп. Ĕмĕрне пĕрре савнă мăшăрпа пĕрле канма, сипленме каясшăнччĕ. Эсир шăп çак самантра пулăшу аллине тăснă пулсан еплерех савăннă пулăттăм та... – кутăн чакрăм эп.
– Тем сана паллаймастăп паян, Раиса Ивановна, мана илтесшĕн те мар эс. Ахăртнех, хĕрӳ путевкăпа курорта каясшăн çемйĕрпе. Çапла-и? – тĕлĕннине пытармарĕ ĕçтеш.
– Çапла шухăшланăччĕ те-ха. Шел, эсир, тĕп тухтăр юлташ, çав çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме май памастăр, – кулянма пăрахмарăм эп.
– Хм, шухăшлăпăр-ха, шухăшлăпăр, – пуçлăх сассинче вăл чăнах та тарăхни палăрчĕ.
Çапах та çав самантра вăл мана нимĕнпе те савăнтарайманни кулянтарчĕ. Киле нимсĕрех, тунсăхлă кăмăл-туйăмпа пырса кĕтĕм. Герман юрла-юрла чăматан пуçтарнине курсан чĕре пушшех те чике-чике илчĕ. Хам мĕн сăлтавпа Аксăва кайса килнине каламарăм. Вăрттăнлăх пултăр терĕм.
– Рая, ман хĕрлĕ, сарă тĕрĕллĕ галстук ăçтине курман-и? Тем куç тĕлне пулмарĕ. Мур илесшĕ, тата юратнă кĕпе ăçта кайса кĕнĕ-ши? – ăшталанать арçын.
Инçе çула тухмашкăн хатĕрленет вăл. Сасси ачаш тухать хăйĕн. Мĕнпур кăмăлне йӳле янă – чĕреме çупа сĕрет тейĕн.
Манăн? Манăн вара ăна çумран ярас килмест. Тем туса пăхас тата?
– Шкапра курнăччĕ пек астăватăп. Тен, каймастăн, Герман? Ачасем хулара халь. Вĕсем пĕчĕк чухне юнашар ларса калаçма та вăхăт çукчĕ. Отпускунта пĕрле канăпăр тенĕччĕ – пулмарĕ. Мĕн тăвас-ха ман, кала? Иксĕмĕре еплерех аванччĕ çамрăк чух. Юл-ха, ан кай. Манăçма пуçланă евĕк самантсене çĕнĕрен аса илĕпĕр, чĕртсе тăратăпăр. Ĕмĕт-шухăшпа час-часах чап-чап уйăхне таврăнатăп. Итле-ха, тусăм, тен, тăхтан? Сансăр епле пĕр уйăх пурăнас? – йăлăнатăп мăшăра...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75