Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.11.2018 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 771 - 773 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанăн хăрушсăрлăх канашĕн республикăри пĕтĕмĕшле вĕрентĕве лайăхлатассипе иртнĕ анлă ларăвĕнче ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Э.Фаттахов ача шучĕ 80-ран сахал вăтам шкулсем республикăра пулмалла мар тени, унпа ТР Президенчĕ Р.Минниханов килĕшни уяр çанталăкра аçа çапнипе танах пулчĕ. Эппин, вĕрентӳ сферине каллех улшăнусем кĕтеççĕ. Çĕнĕлĕх, тĕпрен илсен, ял шкулĕсене пырса тивĕ.

Министр шучĕпе, çакăн пек мерăсем йышăнма тивнин сăлтавĕ – сахал ачаллă шкулсем патшалăх уйăрнă укçана тӳрре кăларайманни. Урăхла каласан, унти вĕренекенсен результачĕ çукки. ППЭ кăтартăвĕ вĕсен ача шучĕпе пысăк шкулсенчен пĕлтĕр те 5 балл сахалрах пулнă. Э.Фаттахов каланă тăрăх, кун пек шкулсен малашнехи аталанăвĕ çук, вĕсем конкурентлă мар. Мĕншĕн тесен пултаруллă специалиста илĕртеймеççĕ, ачасен хушшинче те конкуренци çук. Профориентаци пирки каламалла та мар, мĕншĕн тесен çук вăл унта.

Нанотехнологисен самани вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи пек, пĕр пӳлĕмре тĕрлĕ класс ачи пĕрле вĕренни, паллах, паянхи куна тивĕçтереймест. Шкулсен хальхи тĕллевĕ вара шкул пĕтерекен çамрăка конкурентлă тăвасси, пулас профессие шкулта чухнех татăклăн суйласа илме хăнăхтарасси. Çавăнпа ТР Президенчĕ методика кабинечĕсен, районти вĕрентӳ уйрăмĕсен ĕçĕ çине тимлĕх уйăрмаллине пусăм тусах каланă. «Вĕрентӳ çине укçа нумай тăкаклатпăр, шкулсене хуларипе ялти çине уйăрмасăр техникăпа пурлăх базине лайăхлататпăр, тĕпрен юсатпăр, учителĕн вăтам ĕç укçи те пĕчĕк мар. Çавна кура лайăх результат ыйтмаллах вĕсенчен», – тенĕ кун пирки Р.Минниханов.

Тĕпрен илсен, ППЭ кăтартăвĕ Тутарстанăн япăхах тееймĕн, Раççейри вăтам кăтартуран 3,2 балл пысăкрах та, çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕнче Раççей олимпиадисенче республикăри шкул ачисен команди акă ĕнтĕ миçемĕш çул малта пырать. Çапах та ку лăпланса лармалли сăлтав мар. Хăвăрт аталанакан республикăна хамăрăн, пултаруллă кадрсем кирлĕ. Тарăн пĕлӳ çук-тăк, ăçтан пулччăр вĕсем? Чи лайăххисемпе чи япăх шкулсен кăтартăвĕсен уйрăмлăхĕ те акă сисĕнмеллех пысăк. 2014 çулта вăл вырăс чĕлхипе – 32, математикăпа 40 балл пулнă. Республикăри хăш-пĕр районта медаль илмелли претендентсенчен 30 ытла проценчĕ ППЭре 50 балл та пуçтарайман...

 
: 955, Хаçат: 6 (1099), Категори: Шăнкăрав

Комментарисем:

Галина Демидова (2017-02-14 20:42:56):
Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса хучĕç те, мĕскĕн пек ларать пирĕн шкул. Кашни кун ирхине хамăрăн шкул çумĕпе пыратăп, куçсем шкул чÿречисем çине пăхаççĕ. Алăк çинче çăра (замок) çакăнса тăрать. Паянхи кун 43 (хĕрĕх виçĕ) ача Павлă хулине шкула çÿрет. 17 ача 6-мĕш шкула çÿрет, 8 ача 3-мĕш шкула, 2 ача 2-мĕш шкула, 3 ача тутар гимназине 4-мĕш шкула, 1 ача 5-мĕш шкула тата 12 ача 7-мĕш шкула. Чăваш ачисем пурĕ 20 çав шутран. Халь пĕри те чăвашла калаççмаççĕ, чăвашла вĕренмеççĕ. Пурте пĕр шкулта вĕреннĕ пулсан чăвашла кружок та пулин ирттерсе пулаччĕ. Анчах... Павлăра та начар мар. Ирхине 7 сехетре пĕрремĕш рейс тăватпăр, вокзала çите, иккĕмĕш рейс вара 7-мĕш шкула çите. Хам 2011 çултанпа (шкула хупнă хыççăн) çиччĕмĕш шкулта воспитатель (сопровождающий на школьном автобусе) пулса ĕçлетĕп. Пурпĕрех те пĕтĕм ял ачисене илсе çÿрететпĕр. Вара кăнтăрларан тăваттăмĕш çуррине пурте таврăнса çитетпĕр яла. Шел пулин те, çавăн пек тăван чĕлхе, тăван йăла-ĕркесем çухалса пыраççĕ. Павлă хулинче те чăваш çемьйисем сахал мар. Ман шухăшпа ялта шкул çукки мĕскĕнрех пек туйăнать.
Çапла вара чун ыратнипе вăхăчĕ-вăхăчĕпе çыркалап. Галина Демидова, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Туйраллă ялĕ.


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: