Февралĕн 14-мĕшĕнче Анат Камăри «Шăнкăрав» халăх ансамблĕ 25 çулхи юбилейне паллă тунă май кунти Техника çурчĕ питĕ шавлă пулчĕ. 1989 çулта йĕркеленнĕ ансамбль чи пĕрремĕш кунранах концертсемпе çӳреме пуçланă. Тутарстан халăхĕ вара çак ансамбле «Сувар» хаçат тухма тытăннăранпа пĕлет.
Анат Камăри чăваш обществине ертсе пыракан Н.А.Атряскин (йывăр тăпри çăмăл пултăр) тăрăшнипе «Шăнкăрав» тата «Тамаша» театрĕ 1996 çулта Атăл леш енчи районсенче пулса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ. Кама леш енчи районсемпе хуласенче çеç мар, ялсенче те концертпа пулнă вĕсем.
Ансамбле йĕркелекенĕ – ТР тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Петрович Никитин. Вăл вилсен «Шăнкăравăн» ертӳçисем темиçе те пулнă. Михаил Максюткин та сахал мар ансамбльшĕн тăрăшнă. Унтан Тамара Сергеева ертсе пынă. 1994 çултан пуçласа нумай çул Надежда Ефремова «Шăнкăрава» шăнкăртаттарчĕ. Питĕ шел, Надежда Сергеевна 2003 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Ун хыççăн ансамбле Николай Андреев çичĕ çул ертсе пычĕ. 2011 çултан пуçласа паянхи кунччен вара унăн ертӳçи, çамрăк специалист Татьяна Носевич.
«Шăнкăрав» – халăх ансамблĕ. Ăна халăх чăнах та юратать. Ансамблĕн концерчĕсене нумай çын çӳрет. Иртнĕ шăматкун уявланă юбилей каçĕнче те çын йышлăччĕ. Хусантан, Çырчаллинчен тата ытти хуласемпе районсенчен хăнасем самаяхчĕ. Чи хаклă хăна вара ТР ЧНКА председателĕ Константин Яковлев пулчĕ.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75