Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕршывăмăрта кризис пулĕ те, Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнчи «Хузангаевский» ял хуçалăхпа производство кооперативĕнче йăлт йĕркеллĕ, ĕç вĕресе тăрать. Цехсем кĕрлеççĕ, тĕрлĕ ĕçпе унталла та кунталла ĕçченсем чупкалаççĕ, карта тулли тĕрлĕ техника ларать. Кооперативăн паянхи пурнăç таппине тивĕçтерекен объекчĕсене курсан чун савăнать. Çĕршывăмăрăн экономики йывăр лару-тăрура пулнă чухне хуть çакăнта ĕç туллин пырать. Мĕншĕн тесен паянхи кун Тутарстанра кăна мар, Раççейре те чĕр тавар туса илессинчен пуçласа хатĕр продукци кăларакан производительсем сахал.

2009 çултанпа «Хузангаевский» хуçалăх ертӳçин тивĕçĕсене Евгений Чугунов илсе пырать. Çак хуçалăхпа вăл хăй пурнăçне чылай маларах çыхăнтарнă-ха. Марий Элти патшалăх университетĕнче вĕреннĕ хушăра вăл кашни çул тăван ялти хуçалăха практикăна килнĕ. 2006 çулта ученый-агроном специалисчĕн дипломĕпе яланлăха ĕçлеме таврăннă – тĕп агроном вырăнне. Пысăк яваплăхпа ĕçлекен специалиста часах пуçлăха лартса хураççĕ. Яваплăх ӳсни хăратман Евгений Чугунова, хăй талантлă та инçе курăмлă ертӳçĕ, пултаруллă стратег, вăйлă лидер пулнине вăл ĕçлеме пуçласанах кăтартса панă.

2000 çулта йĕркеленсе кайнă «Хузангаевский» ял хуçалăхпа производство кооперативĕ тĕш-тырă тата выльăх апачĕллĕх культурăсем акса çитĕнтерессинчен пуçланă. Çулсерен вăл çĕнĕрен те çĕнĕ юхăмсем пуçарса янă. Производство рентабельлĕ пулни цехсене хальхи хатĕрсемпе çĕнетме май панă. Ку тавар туса кăларассин шайне палăрмаллах ӳстернĕ.

Евгений Чугунов хуçалăха ертсе пыма пуçличчен ахаль специалист пек пулса ĕçлени ăна пысăк опыт панă. Ял хуçалăхĕнче лайăх ертӳçĕ пулас тесен кашни ĕçĕн пĕлтерĕшне, унăн майне витĕр курмалла, пĕлмелле. Çавăнпа паян унăн тимлĕхĕнчен производствăри пĕр вак-тĕвек те асăрханмасăр юлмасть, пур çĕре те хăй çитет. «Хузангаевский» ЯХПК пуçлăхне ларсан Евгений Чугунов хăй маларах курса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессинчен пуçланă. Рынокри тавар сутăнаслăхĕ, паллах, унăн пахалăхĕнчен килет. Анчах паянхи кун туянакан чи малтан ăна мĕнле чĕркенине пăхать. Чăн та, хăйне хисеплекен производитель тавара пур енчен те паха тума тăрăшать. Евгений Чугунов сăмахĕсемпе, чĕркессипе «Хузангаевский» ытти производительсенчен юлса пынă, кĕрпесене малтанласа суту-илӳ маркине кăтартман, ӳкерчĕксĕр полиэтиленпа кăна чĕркенĕ, вăл час-часах çурăлса кайнипе сутма меллĕ пулман. Кун пек продукцин, паллах, конкурентлăхĕ те пĕчĕк пулнă.

– Ĕçлеме пуçласанах эпĕ Мускава ял хуçалăх промышленноçĕн куравне кайрăм, унта ыттисен опычĕпе паллашни усăллă пулчĕ. Çавăн хыççăн Санкт-Петербургра туса кăларнă чĕркемелли çĕнĕ хатĕр туянтăмăр. Марий Элти пĕр реклама компанийĕнче суту-илӳ маркин дизайнне шутласа кăлартăмăр. Çĕнĕлле чĕркесе кăларнă кĕрпесен сутăнаслăхĕ те ун хыççăн палăрмаллах ӳсрĕ. Тепĕр çитменлĕх – производство хăвачĕ çителĕксĕрри. Икĕ сменăпа кунне 500 килограмм хатĕр кĕрпе продукцине кăларни пирĕншĕн сахал. Апла цехсенчи хатĕрсене çĕнетмелле. Шыраса ют çĕршывсене те çитме тӳр килчĕ. Хамăра кирлине Украинăра тупрăм. Ун хыççăн производство калăпăшĕ те ӳсрĕ, – каласа парать Евгений Чугунов.

Çапла черет арман ĕçне лайăхлатасси патне те çитет, унччен пĕр талăкра 600-700 килограмм çăнăх туса илнĕ пулсан халĕ талăкне икĕ сменăпа – 4 тонна.

■ Ирина ТРИФОНОВА.
И.Кузьмина сăнӳкерчĕкĕсем.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 773, Хаçат: 6 (1099)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: