Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Калав

(Вĕçĕ. Пуçл. 3, 4№№.)

 

– Кунта сысна йĕрĕсем нумай, çакăнта пулма пултараççĕ пирĕн сăтăрçăсем. Сыхласа тăр, эпĕ тата леререх, 200-300 утăма, кайса ларăп, – терĕ старшина.

Çапла ларатăп эпĕ хăмăшлăхра Кавказ тăвĕнчен васкаса юхакан Аракс юхан шывĕ хĕрринче, шухăшăмсем ял тăрăх вĕçеççĕ хамăн, юратнă Сĕнче шывĕ çийĕпе. Мĕн тесен те пирĕн Сĕнче илемлĕрех çакă шухă Араксран. Ан тив, вăл ансăртарах, ан тив, майĕпен кăна юхать, пурпĕрех унăн кашни кĕтесĕ чунăма çывăх, ыррăн çутатса тăрать. Маншăн Сĕнче – асамлă вăй-хăватпа чуна килентерекен тăван кĕтесĕм. Сĕнче пек илемлĕ юхан шыв çук тĕнчере.

Ĕмĕт-шухăшпа киленсе-йăпанса ларнă майăн яла каяс килсе кайрĕ, çак шăрăх çанталăкра унăн сивĕ те сиплĕ шывĕнче чӳхенес килчĕ. Араксра чӳхенме мар, патне пыма та шикленетĕп. Йăлтах маншăн ют вырăнсем. Выртатăп вăрттăн унăн-кунăн пăхкаласа: нимĕнле шăв-шав та илтĕнмест, хир сыснисем те курăнмаççĕ.

Пĕр сехет те иртсе кайрĕ пуль килсе ларнăранпа – сасартăк мĕн-тĕр шăмпăлт турĕ шывра. Эпĕ хир сысни тухать тесе, карабина хатĕр тытса, тимлĕн пăхса выртатăп-ха. Унччен те пулмарĕ, шывран пĕр çын курăнса кайрĕ: акваланг маскипе, çурăмĕ çинче кислород баллонĕ, çумĕнче ранец. Йĕри-тавра пăхкаларĕ те, куçкĕрет чăрмав, хăрушлăх сисĕнменнипе, çыран хĕрне тухрĕ, ранецне хыврĕ.

Эпĕ хытса кайсах хăмăш витĕр пăхатăп, малалла мĕн пуласса кĕтетĕп. Старшина та таçта аякра, мур илесшĕ.

Кăштахран шывра каллех шăмпăлт турĕ те... тепĕр çын сиксе тухрĕ. Ку хĕрарăм пулчĕ.

Иккĕшĕ пăшăлтатрĕç те темĕн, арçынни хăйĕн маскине тăхăнса каялла май шыва кĕрсе кайрĕ. Хĕрарăм, арçын хăварнă çăка йăтса, çыран хĕррине тухрĕ.

«Э-э-э, кун пек çăвара карса тăрсан тепри те çухалать вĕт куçран, – тетĕп хам ăшра, – кăна хуть тытса чарас, чикĕ пăсакана».

Тĕмсем хыçĕнчен виçĕ утăм уçă çĕре сиксе тухрăм та хĕрарăм çине карабина тĕллесе:

– Стой! Вырăнтан ан хускал! – тесе кăшкăрса ятăм.

Çамрăк хĕрарăм шиклĕ куçĕпе ман енне вĕлт çаврăнса пăхрĕ.

– Аллусене пуç хыçне! Вырт питӳпе çĕр енне!

Эпĕ пĕчченнине кура хĕр самаях хăюлланчĕ, манпа йăпăлтатса калаçма пуçларĕ:

– А-уй, маттур салтакăм, мĕншĕн алăсене пуç хыçне, мĕншĕн выртмалла?..

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 525, Хаçат: 5 (1098), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: