Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Калав

(Вĕçĕ. Пуçл. 4№.)

 

Кашни практика вăхăтĕнчех Чайкăпа ĕçлеттĕм, ятне те чăвашлатрăм, ачашшăн çеç Чарлан теме пуçларăм. Халĕ виçĕ çул ĕнтĕ туслă эпир. Чарлана пулах лашасемпе ытларах кăсăкланма пуçларăм эпĕ, вĕсем питĕ ăслă выльăхсем пулни пирки вуласа пĕлтĕм.

Авалхисем çырса хăварнă тăрăх, Александр Македонскин ăйăрĕ хуçин пурнăçне тăхăр хутчен çăлнă имĕш. Индиецсемпе пынă пĕр хĕрӳ çапăçура ăйăр ывăннипе ӳксе вилнĕ пулать, ăна асăнса Македонский вăл вилнĕ вырăнта Буцефал ятлă хула никĕсленĕ.

Чингисханăн чи чаплă çар пуçĕ Субедейĕн те лаши тĕлĕнмелле ăслă пулнă тет. Вăл хуçи каланине пĕтĕмпех ăнланнă имĕш, çапăçу умĕн хуçи унпа тапăнăва епле йĕркелесси пирки канашланă. Ăслă ăйăр Руçра, шурлăхра путса вилнĕ. Çар пуçĕ хăй йĕнер çине тăрса типĕ çĕр çине сиксе хăтăлса юлнă.

Хроникăсенче ытти чылай паллă çынсен ăслă лашисем çинчен çырнисем упранса юлнă. Ричард Львиное Сердце текен королĕн юратнă лаши хуçипе пĕрле çапăçусене хутшăнни, çыртса, тапса, тĕксе тăшмансене сирпĕтсе пыни çинчен çырнисем юлнă. Çапăçура тӳрех виçĕ сăнă шăтарса кĕнипе вилнĕ тет вăл.

Ăслă лашасем пирки шутланă май кăштах тĕлĕрсе те илтĕм пулас. Ара, çывăрас килет-çке. Каçхине час выртман. Паллă ĕнтĕ, çамрăкăн каçхине савнă хĕрпе тĕл пулса та кăштах калаçса ларас килет-çке. Виçĕ сехетрен ытла та çывăрман ахăр. Куçсем хăйсемех хупăнаççĕ. Эпĕ утланнă Чарлан сĕтеклĕрех курăк шыраса малалла утса кайни ыйха сирсе ячĕ. «Ара, лашасене шутласа пăхам-ха, хам тĕлĕрнĕ вăхăтра пĕри-пĕри айккинелле пăрăнма пултарнă», – тесе шутласа илтĕм те лашасене хăвăрт шутласа тухрăм. Ак, тамаша! Вун виçĕ лаша анчах тухать манăн. Епле-ха капла? Ирхине витере пурте пурччĕ-çке. Икĕ тихана та шутласан вун тăватă лашаччĕ. Халĕ акă пĕри çук. Ăçта кайса кĕнĕ-ха вăл?

Айăмри Чарлана ал лаппипе ăмăрĕнчен ачашшăн çапса илтĕм те çур çухрăмри хурăнлăхалла сиккипе вĕçтертĕм. Йывăçсен тавра чуптарса çаврăнтăм, никам та курăнмасть. Лашана ерипен уттарса хурăнлăха кĕтĕм. Шикленетĕп хам. Тахçан авал кунта кивĕ масар пулнă тет. Вилнĕ манахсене пытарнă имĕш. Революциччен техникум вырăнĕнче мăнастир пулнă тенине илтнĕччĕ. Аслă курсрисем каласа панă тăрăх, вĕсем техникума вĕренме килнĕ вăхăтра хурăнлăхра темиçе хĕрес те юлнă пулнă. Халĕ вĕсен йĕрĕсем те юлман ĕнтĕ.

Кун пуçланать кăна-ха. Эпĕ пĕччен. Шиклентерет. Пĕрле вĕренекен студентсем çак кунсенче каласа панă мыскара та асрах. Темиçе çул каялла хĕрпе каччă çак хурăнлăха савăшма кĕнĕ тет. Çав вăхăтра вĕсем патне темскер, шап-шурă тăхăннăскер, пырса тухать. «Эсир мĕн алхасса çӳретĕр кунта, намăссăрсем, çывăрма памастăр!» – тесе хăрушă сасăпа кăшкăрать çамрăксем çине мĕлке.

Лешсем тумтирĕсем çинчен те манаççĕ, хурăнлăхран çаппа-çарамасах тухса тараççĕ. Туххăмрах çырма хĕрринчи лапама чупса çитеççĕ çаксем.

Лапамра студентсем шăпах вăййа пухăннă пулнă. Кулмалли çитнĕ те вара вĕсемшĕн.

Хурăнлăхра чăнах та каçсерен вилнисен мĕлкисем çӳреççĕ тет. Кам пĕлет? Тен, çын сăмахĕ çеç пулĕ? Ку мыскара пирки те мĕлке мар, каччă юлташĕсенчен пĕри е хĕрĕн малтанхи савни шурă простынь витĕнсе юри хăратнă текелерĕç. Тĕрĕссине кам каласа парĕ халĕ? Хурăнсем вара манăн йĕри-тавра хăрушшăн кашлаççĕ. Е çапла туйăнать çеç-и? Ращана кĕриччен, уçă хирте, хĕвеллĕ пулма шантаракан çак кунхи ирхи çил пачах та çук пекчĕ-çке? Тата шурă вулăсем хыçĕнче темскер хураскер, мĕлтлетсе илнĕ пек те… Юрать-ха пĕччен мар эпĕ, юланутпа. Усал-тĕсел таса выльăхран хăрама тивĕç. Тепĕр тесен халĕ çĕрлехи вăхăт та мар-çке...

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 620, Хаçат: 5 (1098), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: