Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ май атте-аннен пурнăçĕ çинчен кăшт каласа парасшăн. Тен, вулакансемшĕн те усăллă пулĕ.
Колхоза кĕмен
Атте, Илья Петрович Петров, Аксу районĕнчи Çĕнĕ Аксу ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ Чăвашьелĕнче (Атлашкино-Савгачево ) иртнĕ. Тăван мар ашшĕ Петрухха 1934 çулта вилсе кайнă. Кил-йышĕ вĕсен колхоза кĕмесĕр пурăннă. Çавăн пиркиех ĕнтĕ аттен урăх çĕрте ĕçлеме лекнĕ. Çапла вăл 1934-1935 çулсенче Вырăс Киреметĕнчи «Большевик» совхозпа килĕшӳ туса ĕçленĕ. Шкулта ятарласа вĕренмен. Çĕршывĕпе хут пĕлменлĕхе пĕтернĕ вăхăтра çеç пĕр хĕл çӳренĕ. Вĕрентекенĕ Кивĕ Саврăш çынни Петр Миронович Миронов пулнă.
Украинăра
1936 çулхи кĕркунне вербовкăпа Украинăна, çĕнĕ стройкăсене кайма çынсем пуçтарнă. Вара атте те унта çырăннă. Ялтан вăл ноябрĕн 19-мĕшĕнче ирхине ирех тухса кайнă. Ун чухне яла каялла тата тăхăр çултан çеç килсе кĕрессе асне те илме пултарайман ĕнтĕ. Аттен Украинăри Запорожье хулинчи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тикĕсех пулса пыман. Малтанах укçа-тенкĕрен хĕсĕк, çи-пуçĕ те япăх пулнă, ялтан илсе кайнă çăпатапа çӳренĕ. Ĕçре те малтанах килтерсе ĕçлеймен, темиçе ĕç те улăштарать, ĕçе тухмасăр прогул тунисем те пулнă…
Вăл çулсенче çара каймалли çамрăксене вĕренӳ пунктне пуçтарса хут, çар ĕçне вĕрентмелли йĕрке пулнă. Çав вĕренӳ пунктĕнче сакăр уйăх пулни аттене йăлт улăштарать. Вăл кĕнекесемпе, тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланма тытăнать, вырăсла лайăхрах калаçма вĕренет. Вĕренӳ пунктĕнче çĕр çирĕм сехетлĕх программа, икĕ уйăха тенĕскер, пулнă. Ăна пĕтерсен те аттене тата ултă уйăха вĕренӳ пунктĕнчех дежурный пулса юлма май килнĕ.
1938 çулхи март уйăхĕнчен тытăнса вăл урăх ĕçе алла илет, слесарь-водопроводч ик пулса ĕçлет. Шăп çав вăхăтра ĕнтĕ, мунчара шыв пăрăхĕсем вырнаçтарма тытăнсан, аннепе паллашать. Анне мунчана штукатурка тăвакансем патне раствор йăтса тăнă пулнă. Анне, Агафия Павловна, Ишельел (Чистай районĕ) ялĕнче ӳссе çитĕннĕ, хĕр чухнехи хушамачĕ – Липатова. Çав çулах июнь уйăхĕнче вĕсем пĕрлешеççĕ. Атте каллех çĕнĕ çĕрте, кăмрăк заводĕнче ĕçленĕ. Ĕçĕ сиенлĕ, вĕри цехра сменăпа ĕçлемеллискер пулнă...
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75