Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юрату… Çак çутă та таса туйăм хăш-чух чăнах та кĕтмен çĕртен килет, алăкранах пырса шаккать. Чăвашсем çак туйăм пирки нумай калаçма юратман, «Турă çырни хапха умне килет» тесе каланă, пĕр юратсан вара ĕмĕрлĕхех юратнă. Шел пулин те, информацилле технологи ĕмĕрĕнче çынсем çак туйăм пĕлтерĕшне пăсаççĕ, анчах чăн юрату пурах-ха. Канмалли кунсенче хамăн туссемпе – Альбина Хужинăпа тата Денис Климковпа уçăлса çӳрерĕм. Илемлĕ мăшăр, култарса вĕлереççĕ. Вĕсен хушшинче хуçаланакан юрату сывлăшра та туйăнать.

Çывăх тус Альбина ятлă. Çырчалли хĕр ачи, питĕ кăмăллă хăй. Хусана ХФУ-на биологи факультетне вĕренме килнĕ. Пикепе общежитире, кухньăра паллашрăмăр. Каç тĕлне студентăн апат çиес килет, хăвăрах ăнланатăр ĕнтĕ. Эпир те, выçăхса çитнĕскерсем, çурçĕр иртсен апат пĕçерме тухнă. Сăмах хыççăн сăмах, çав кун пирĕн туслăх çуралчĕ те. Кашни каччă пекех ĕнтĕ, чипер хĕре сăнарăм, анчах туятăп-ха, чĕринче вырăн çук.

Енчен те эсир хĕрпе йĕкĕт хушшинче туслăх пулаймасть тесе шутлатăр пулсан – йăнăшатăр, пулаять. Паянхи кун Альбина тăван аппа пекех маншăн. Вăхăт иртнĕçемĕн хăйĕн пирки ытларах каласа кăтарта пуçларĕ. Март уйăхĕнче каччи чăнах та пур иккенне пĕлтерчĕ, анчах… Краснодарта. «Епле-ха капла, пĕр-пĕрне пĕлмесĕрех мĕнле пĕрле пулма пултараятăр?» – тĕлĕнсех ыйтрăм. Кунта чи кăсăкли пуçланчĕ те.

Вĕсем пĕр-пĕрне пиллĕкмĕш çул паллаççĕ ĕнтĕ. Компьютер ĕмĕрĕн парнисемпе усă курса Альбинăпа Денис онлайн-вăйăра паллашнă (пĕлсе тăма, Çырчаллипе Краснодар хушшинче 2000 ытла çухрăм). Выля-вылях вăйă шайĕнчен «ВКонтакте» сайта куçаççĕ, унтан скайпа та. Тăватă çул хушши, кашни каç пĕр-пĕрне скайпра та пулин курас тесе компьютерĕсем умне лараççĕ. Хирĕçни те пулкаланă тет Альбина, анчах пĕрре те калаçма чарăнман вĕсем. Кăсăклантаракан япаласем час-часах тӳр килнĕрен калаçмалли тупăнсах пынă. Малтанхиллех вăйăсем вылянă, скайпра ларса кĕнекесем вуланă, юрăсем итленĕ (пĕр ушкăнсенех кăмăллаççĕ), çӳпçипе хупăлчиех тейĕн, анчах чăн пурнăçра пĕр-пĕрне пĕлмен-ха...

■ САНТĂР Элтиярĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 678, Хаçат: 5 (1098)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: