Нумай çын пурнăçĕнче тĕлĕнмелле кăсăклă, хаваслă вăхăтсем пулнă. Пĕрисемшĕн вăл шкул, теприсемшĕн вара студент вăхăчĕ. Килтен тухса курманскерсене хулана кайсан атте-анне çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă евĕрех туйăнать-тĕр. Тепри вара тăванĕсемсĕр шутсăр тунсăхлать, анчах вăхăт иртнĕçемĕн пурпĕр хăнăхать те, вара киле чĕнсе те илеймĕн. Студент пурнăçĕ еплерех пулнине, иртнине нумайăшĕ пĕлет те ĕнтĕ, анчах хальхи студентсен кун-çулне пĕлес тесен, паллах, хăйсемпе калаçмалла. Эпĕ те сире Марина ятлă пикепе паллаштарас терĕм.
– Салам, Марина, хăвăнпа кăшт кăна паллаштар-ха.
– Эпĕ Марина Васикова, Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш ялĕнче çуралса ӳснĕ, Хусанти культурăпа ӳнер университетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренетĕп. Аттепе-аннем хамăр районтах ĕçлеççĕ, шăллăмсем питĕ пултаруллă, иккĕшĕ те шкулта-ха.
– Вĕренӳ еплерех пырать вара?
– Çак кунсенче ялтан таврăнтăм кăна-ха, сессие пиллĕк паллăсемпе хупрăм.
– Маттур та вара эс. Тен, мĕнле-тĕр мероприятисене хутшăнатăн?
– Паллах, яланах тĕрлĕ çĕрте хутшăнма тăрăшатăп. Кăмăл пулсан таçта та ĕлкĕрме пулать. Чи юлашкисенчен пĕри пирĕн факультетра пĕрремĕш хут иртекен «Çăлтăр çут» конкурс пулчĕ. Хутшăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, эпĕ, тăван халăха юратнăран, чăваш халăх юрри юрларăм, юмах каласа патăм, финала тухрăм. Унсăр пуçне Туслăх çуртĕнчи мероприятисене те хутшăнма тăрăшатăп. Унта кăна темĕнле халăх çыннипе те, вĕсен йăли-йĕркипе те паллашма пулать. Чи пысăк çитĕнӳ тесе «САМИ» пĕрлешĕве лекнине калатăп. Унти кашни çын хăйĕн ирĕкĕпе тăлăх, калаçайман, илтмен, курман ачасен пурнăçне савăнăç кĕртессишĕн тăрăшать. Çĕнĕ çул умĕн кăна çак ачасем валли «Варенье 2014» фестиваль ирттертĕмĕр. Унсăр пуçне Нурлатри тăлăх ачасен çуртне те кайса килме тӳр килчĕ...
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75