Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕн чăвашĕсем Зоя Макаровнапа Владимир Николаевич Симаковсем акă ĕнтĕ 25 çул ытла Саратов облаçĕнчи Аткар районĕнчи Ершовка ялĕнче пурăнаççĕ. Тăван районтан çамрăклах тухса кайнăскерсем, Саратов тăрăхне таврăниччен 21 çул Крымра пурăннă. Вĕсем иккĕшĕ те ял хуçалăхĕн специалисчĕсем. Владимир Николаевич (Таяпара çуралса ӳснĕ) выльăх тухтăрĕ, Зоя Макаровна (Кăнна Кушки хĕрĕ) – зоотехник. Эппин, пĕр отрасльте ĕмĕр тăрăшнăскерсен интересĕсем те пĕр пулнинчен тĕлĕнмелли çук.

Теччĕ районĕн çак чăвашĕсем хăйсен ĕçĕн чăн-чăн ăстисем. Зоя Макаровна, тĕслĕхрен, алла диплом илнĕренпех кайăк-кĕшĕк ĕрчетет. Хур-кăвакал, чăх-чĕп, кăркка, путене çинчен ун чухлĕ пĕлекен те сахал-тăр. Аткар районĕнчи «Муммовское» хуçалăх Саратов тăрăхĕнче кăна мар, Раççейĕпех паллă, К.А. Тимирязев ячĕллĕ Мускав патшалăх аграри университечĕн наукăпа практика бази вăл. Çавна курах хуçалăх нумай енлĕ. Кунтах тыр-пул та çитĕнтереççĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх те, кайăк-кĕшĕк те ĕрчетеççĕ. Çĕршывăн ял хуçалăхĕн тĕп университечĕн наукăпа практика бази пулнăран кунта çулталăкĕпех студент, аспирант татăлмасть. Вĕсем теорие шăпах çак хуçалăхра практикăра çирĕплетеççĕ-мĕн.

Хуçалăх, тĕпрен илсен, ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлет пулсан та унăн хăйне евĕрлĕхĕ пур. Кунти кайăк-кĕшĕк ферминче яппун фараонĕ ятлă сайра тĕл пулакан ăратлă путене ĕрчетеççĕ. Шăпах çак хуçалăхра пирĕн ентешсем нумай çул ĕçлеççĕ те. Чăн та, хальхи вăхăтра Владимир Николаевич ĕçлемест ĕнтĕ, вăл тивĕçлĕ канура. Зоя Макаровнăн вара канма вăхăчĕ çук-ха. Çĕршывĕпе паллă кайăк-кĕшĕк фермине вăл 25 çул ертсе пырать. Çак вăхăтра учхозăн опычĕ çине таянса путене ĕрчетес темăпа миçе аспирант диссертаци çырман-ши?..

■  Ирина КУЗЬМИНА.
Çемье архивĕнчи
сăнӳкерчĕкре З.Симакова.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 722, Хаçат: 5 (1098)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: