Çĕпрел – ял хуçалăх районĕ. Тĕп тупăша кунта çĕр ĕçĕнчен тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен илеççĕ, анчах ăнăçлăхĕ тӳрремĕнех çанталăкпа çыхăннă вĕсен. 2014 çул та акă çĕпрелсемшĕн лайăхах пулмарĕ, çăвĕпех çумăр çуманнипе тыр-пул тухăçĕ савăнтармарĕ. Паллă ĕнтĕ, тухăç çук-тăк, тупăш та çук. Производство предприятийĕсем вара районăн, Пăрăнтăкри элеваторсăр пуçне, урăх çукпа пĕрех. Паллах, çакăн пек çĕрте çамрăксем юласшăн мар, ялсенче тĕпленнисен те ĕç çуккипе Мускава, ытти пысăк хуласене çӳреме тивет. Шăпах çаксене шута илсе район малашне строительство индустрине аталантарма тĕллев лартать.
Район территорийĕнче сайра тĕл пулакан ресурссем: альб тăмĕ, кварц хăйăрĕ, акшар чул (известняк) пурри, çитменнине вĕсем юнашарах вырнаçни строительство материалĕсене вырăнтах кăларма май парать. Чăн та, инвесторсăр çакна тума хĕн. Район ертӳçи А.Шадриков «Бизнес Оnline» электронлă хаçата панă интервьюра каланă тăрăх, район акă ĕнтĕ иккĕмĕш çул Раççейри, Германири, Турцири, Китайри тĕрлĕ инвестфорумсенче инвестор шырать. Тинех çĕпрелсен сĕнĕвĕпе Китайри Хэбэй провинцийĕн бизнесменĕсем интересленме тытăннă-мĕн. Вĕсем цемент завочĕн строительствине инвестицилеме хатĕр. Китай делегацийĕ пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче Çĕпрел тăрăхĕнче пулса лару-тăрупа паллашнă. Кăçал февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче ТР Президенчĕ Р.Минниханов умĕнче çĕпрелсем Китай бизнесменĕсемпе ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75