Тутарстанра туса кăларнă хăш-пĕр тавар хакĕсене чакаратпăр тенĕ информаци республикăра пурăнакансене питĕ «савăнтарчĕ».
Чăнах та, лавккасенче тавар хакĕсем «чакнă». Тĕслĕхрен акă, хура çăкăр – 6 пус, батон – 14 пус, шурă çăкăр – 2 пус, 2,5 процент çулăхлă сĕт – 10 пус, турăх – 90 пус, хăйма – 36 пус, ĕне çăвĕ – 1 тенкĕ те 2 пус йӳнелнĕ. Питĕ «палăрать», анчах та малтан 15-20, хăшне тата 40 процента çити ӳстерсе ячĕç вĕт-ха. Çитменнине чи пăшăрхантараканни, кашни кун туянакан таварсем çине «куç хыврĕç».
Таварсен хакĕсене темиçе пуса чакарни халăхшăн пăшăрханнине пĕлтерет теме пулать, анчах та...
Анчах та, çĕнĕ çулччен (!) хаксене çак шайра тытса тăрассин сăлтавĕ пур. Паллă япала – суйлав çывхарса пырать. Çапах та хăйсен ĕçне туса ĕлкĕрчĕç. Халăх кĕсйи палăрмаллах çӳхелчĕ, тип çăва кăна илер...
Тĕрлĕ тишкерӳсемпе ыйтăмсем тăрăх, Раççейре пурăнакансенчен 41 (!) проценчĕ тупăшăн 50-74 процентне апат-çимĕç туянма ярать. Ку, паллах, вĕсем нумай çининчен мар, пĕчĕк тупăш тата продуктсем хаклă пулнинчен. Пысăк тупăш илекен çынсем вара пурĕ те 20 процент кăна апат çине яраççĕ. Ку Европа виçипе – чи лайăх вариант. Енчен те çын хăйĕн тупăшĕнчен апат çине 30 процентран нумайрах ярать пулсан, вăл – чухăн шутланать.
Нумай пулмасть Санкт-Петербургра «чухăн» çемьесем валли çăкăр илме ятарлă карточкăсем хута ярасси çинчен калаçрĕç. Апла пулсан, лару-тăру çивĕчленесси çинчен сăмах пырать мар-и?
Халĕ Тутарстанра çак асăннă апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене çав шайрах тытса тăрассипе кашни кунпа пĕрех тĕрĕслев пырать. Яваплăха пĕтĕмпех ТР Патшалăх алкоголь инспекцийĕпе Федераллă антимонополи службине хушнă. Çавăнпа та ТР Министрсен Кабинечĕн пресс-центрĕ каланă тăрăх, çак продуктсен хакĕ 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ӳсрĕ-тĕк, 277-94-98 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать.