Лимонада аксусемсĕр пуçне чистайсемпе нурлатсем те тутанса пăхнă ĕнтĕ. Хальлĕхе продукцие çак районсенче кăна сутаççĕ-ха. Мĕншĕн тесен предприяти ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумаях иртмен, пурĕ те темиçе уйăх çеç. Те шывĕ хамăрăн пулнипе, те тути ачалăхри лимонада аса илтернипе «Саврушкăна» пĕрре тутанса пăхсанах чĕрене пырать. Валерий Осипович каланă тăрăх, вăрттăнлăхĕ кунта артезиан шывне уçласа илнĕ хыççăн икĕ сехет иртиччен (шыври усăллă япаласем сĕвĕрĕлсе ĕлкĕриччен) сироппа пăтратса бутылкăсене тултарса хупнинче. Çавна кура кашни парти валли шыва ятарласа икĕ сехет маларах çеç цистернăпа кӳреççĕ вĕсем.
Хальхи вăхăтра çĕнĕ предприятире пурĕ 6 çын ĕçлет. Ĕçлемешкĕн мĕнпур майсене туса панă, кунтах апатланмашкăн столовăй тунă, хатĕр продукцие сутма вара лавкка уçнă. 0,5, 0,33 литрлă пластик савăтсен заготовкине тата улма-çырла сиропне Мускавран кӳреççĕ. Продукцин ассортименчĕ те чухăн мар, пурĕ 9 тĕрлĕ, çав шутра пылаксăр ахаль шыв та, газли те.
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75