А.Музыкантов, «Сувар» ансамбль… Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ пĕрре – тăпăртатса тăракан чăваш ташши. Раççейре чи лайăх халăх ташшин ансамблĕсенчен пĕри шутланакан «Сувар» паян Чăваш Енĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш тĕнчин бренчĕ. Çĕршыври мĕнпур ташă конкурсĕнче çĕнтернĕ ансамблĕн ертӳçи, Раççейĕн чи лайăх балетмейстерĕсенчен пĕри пирĕн ентеш, Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи чăвашĕ. Анатолий Николаевич хореографи искусствин аталанăвне хăйĕнчен пысăк пай кĕртнĕ. Вăл РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Золотая лира», РФ Культура министерствин «Душа России» премийĕсен лауреачĕ. Ентешĕмĕр январĕн 25-мĕшĕнче – 65, «Сувар» халăх ансамблĕ çуркунне 35 çул тултараççĕ. Юбилейсем умĕн Анатолий Николаевичпа ятарласах тĕл пулас шутпа Шупашкара çул тытрăмăр.
– Анатолий Николаевич, ташă сирĕншĕн мĕн? Професси е чун туртни?
– Ташша никам та професси тесе каламасть, вăл – чун туртни. Ӳснĕ чухне ташă ăстин профессийĕ пуррине пĕлмен те эпир, мĕншĕн тесен ташă ăстине вĕрентмен чăваш. Çурçĕр флотĕнче хĕсметре тăнă чух карап юсавра тăнă май пире офицерсен çуртне балетмейстер патне илсе çӳре пуçларĕç. Мĕншĕн тесен флотра пултарулăх конкурсĕ пыратчĕ. Çавăн чухне, эпĕ 19 çултаччĕ, ташă лартакан çынна пĕрремĕш хут курнă. Унччен ялта елкăра, Октябрь праçникĕнче, ытти праçниксенче хамăр пĕлнĕ пек сиккеленĕ.
– Сирĕн вăхăтра чăваш ташшине халăх ташланă-ха ĕнтĕ.
– Улах мĕнле ларнине, салтака ăсатнине, утă çулма тухиччен иртекен çамрăксен вăййисене курса юлнă эпир. Вăл вăхăтра паспорт паманнипе пĕтĕм çамрăк ялта юлнă. Карталанса вăййа тухатчĕç. Халĕ вĕт вăл вăхăтри пек юрламаççĕ, ташламаççĕ. Ман шутпа ку пысăк çухату. Халăхран тухнă япала вăл хăйĕн ансатлăхĕпе, илемĕпе уйрăлса тăрать.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75