Ял çынни хулана куçсан та чăн-чăн хула çыннинех çаврăнмасть. Пурăна киле пĕчĕк дача илсе пахча çимĕç те пулин ӳстерсе çĕрпе аппаланма тăрăшать. Çемье фермисем, фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме патшалăх пулăшнă вăхăтра ялта хăйĕн ĕçне пуçараканнисем те пур. Анат Камăри промышленность предприятийĕсенче тăрăшакан Галинăпа Анатолий Мокинсем те акă пĕлтĕр февраль уйăхĕнче Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.
Вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Тĕп тупăш сĕт сутнинчен кĕрет. Ĕçе пуçлакан фермерсене пулăшакан программăпа илнĕ 1,5 миллион тенкĕпе ялти юхăннă «Заря» хуçалăхăн ферма çуртне юсанă, техника тата выльăх туяннă. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 35 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 27-шĕ сăвăнакан ĕне, кунсăр пуçне тата 16 гектар çĕр, «Беларусь», Т-40, Т-75 тракторсем, сĕт турттаракан машина. Сĕте «Просто молоко» предприятин Аксури сĕт комбинатне хăйсемех леçеççĕ. Производительтен туянакан сĕт хакĕ, лавккара сутаканнипе танлаштарсан, паллах, нумай мар, пурĕ те 17,5 тенкĕ. Апла пулин те шанăçа çухатмасть фермер, ял хуçалăхĕ хăвăрт тупăш кӳрекен отрасль маррине лайăх ăнланать.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75