Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньелĕнче пурăнакан Ольга Никитична Фролова çулĕсемпе çамрăк мар пулсан та малашлăха шанса пăхать. Çапла пурăнма ăна ачисем, мăнукĕсемпе мăн-мăн мăнукĕсем вăй параççĕ. Утса тухнă пурнăç çулĕ çăмăл килмесен те хăйсене вĕсем мăшăрĕпе Никита Валерьяновичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) яланах телейлисен шутне кĕртнĕ. Çапла каламашкăн сăлтавĕ те пурах çав, иккĕшĕ те XX ĕмĕрĕн хăрушă вăрçин свидетелĕсем. Ольга Никитична Çĕнтерĕве тылра çывхартнă пулсан, Никита Валерьянович вăрçă пуçланиччен çур çул маларах çар ретне кайнăскер, пĕрремĕш кунран пуçласа вĕçне çитичченех фронтра тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Фроловсем килĕштерсе 45 çул пĕрле пурăннă, йышлă ача-пăча çуратса ӳстернĕ.
– Ылтăн туй тăваймарăмăр, пурăнса çитереймерĕ. Мăшăрăм ялан: «Эпĕ телейлĕ-ха, манпа пĕр çултисем вăрçă пуçланнă кунах темĕн чухлĕн вилчĕç», – тетчĕ, – ăшшăн аса илет мăшăрне Ольга Никитична. – Çак ялта çуралнă, ӳснĕ, ватăлнă, ниçта та тухса кайман. Мĕн ватăличчен колхозра ĕçлерĕм… – каласа парать тыл ветеранĕ хăй çинчен.
Вăрçă пуçланнă чух вăл 15 тултарса 16-та кайнă, çитĕнсех те çитмен хĕр кăна пулнă-ха. Мĕнпур йывăрлăх çав çулсенче ялсенче хĕрарăмсемпе шăпах çакăн пек çамрăксем çине тиеннĕ.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75