Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Викторпа Елена Баймяшкинсен çемйи чăмăртаннăранпа 20 çул çитрĕ. Мăшăрсем илем тĕнчинче пурăнаççĕ тесен те йăнăшмастпăр: Виктор – ăста фотограф, Елена – паллă ӳнерçĕ. Ывăлпа хĕр çуратса ӳстереççĕ вĕсем, çемье тăтăшах пуçтарăнса вăйлă шыв юххисем çинче ишме çӳрет е пĕр-пĕр çĕре экскурсие тухса каять. Калăн, самант та пĕр вырăнта тăраймасть. Çав вăхăтрах творчество ĕçĕсем те тума ĕлкĕрет. Авă, çемье юбилейне те илемлĕх мелĕсемпе усă курса паллă тума шут тытнă вĕсем: январĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш наци библиотекинчи «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăра Баймяшкинсен куравĕ уçăлать. Çак паллă кун çывхарнă май эпир сире кураври ĕçсен авторĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн.

Виктор

Свердловск облаçне кĕрекен Нивьянск хулинче çуралнă. Пирĕн тăрăха мĕнле лекнĕ тетĕр-и? Унăн ашшĕ-амăшĕ Чăваш Енре çуралса ӳснĕ-çке, пĕр тапхăр Нивьянскра ĕçлесе пурăннă. Тăван ене таврăнсан Виктор пĕр авăк кукамăшĕ патĕнче, Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен ялта пурăннă, унтах калаçма вĕреннĕ. Чăвашла та самай перкелешнĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ Шупашкарта тĕпленсен арçын ачана хăйсем патне илсе кайнă. Хула пурнăçĕ Виктора вырăслатнă, халĕ пăт-пат кăна пĕлкелет чăваш сăмахĕсене. Çав вăхăтрах, чăваш культури патне туртăнасси унра нихăçан та иксĕлмен.

Ашшĕ Теччĕ районĕнче çуралса ӳснипе-ши, Баймяшкинсен çемйи Шупашкартан Хусана куçнă. «Анне, Лидия Трофимовна заводра ĕçлетчĕ, атте Константин Михайлович электрикчĕ», – аса илет Хусанти ачалăхне Виктор. Çемьере виççĕн çитĕннĕ вĕсем – Наталья аппăшĕ (халĕ Хусанти пукане театрĕнче ĕçлет), Виктор тата Михаил (кондиционерсемпе ăнкаруллă). Баймяшкинсем ачисене ырă патне туртăнма хăнăхтарса ӳстернĕ, пĕчĕкрен илеме курма вĕрентнĕ. Урăхла пулас та çук, Константин Михайлович кино ӳкерессипе питĕ кăсăкланнă-çке, унăн интересĕ ачисене те куçнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех Викторăн фотоаппарат пулнă: «Пиллĕкмĕш класра «Смена» фотоаппарат илсе панăччĕ», – аса илет вăл.

Каярах Хусанти Ленин ячĕллĕ Культура çуртĕнче фотокружок ĕçленине пĕлсе унта çӳреме тытăннă. Халĕ хăйĕн професси картлашкисемпе улăхасси шăп çак кружокран пуçланнă тесе шутлать Виктор. Хусанти авиаци техникумĕнче вĕреннĕ чух та сăнӳкерчĕксемпе аппаланма вăхăт тупнă вăл. Çар хĕсметне кайма вăхăт çитсен Баймяшкина шăпа Инçет Хĕвел тухăçне илсе çитернĕ, инженер çарĕсенче службăра тăнă чух та фотоаппарата алăран яман. Çартан таврăнсан Хусанти кинохроникăна оператор ассистенчĕ пулса ĕçе вырнаçма та шутланă, анчах пушă ваканси пулманнипе администратора вырнаçнă. Каярах кино ӳкерекен ушкăнăн директорĕ, продюсер пулса ĕçленĕ. Ятарласа Мускавра ВГИКра продюсер курсĕсене пĕтернĕ, Петербургра та ăсталăхне туптанă.

■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Сăнӳкерчĕк Баймяшкинсен архивĕнчен.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 490, Хаçат: 1 (1094)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: