Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Президиумра – ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчĕн директорĕ И.Шарипов, ТР Халăхсен ассамблейин председателĕн çумĕ Н.Владимиров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Угаслов, ТР Президент Аппарачĕн наци политикине пурнăçлас енĕпе ĕçлекен управленийĕн ертӳçи Д.Мустафин, Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ В.Туркай, Аксу муниципаллă район пуçлăхĕ К.Гилманов, ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев. Залра – Тутарстанри районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем, хастарĕсем, Аксу районĕнчи чăваш ялĕсенчи шкулсен, Культура çурчĕсен директорĕсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем. Çапларах йышпа январĕн 8-мĕшĕнче Аксури Çамрăксен центрĕнче ТР ЧНКА канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Кун йĕркинче – автономи ертӳçин отчечĕ, 2015 çулхи плансем. Президиумри хăнасем саламлă сăмахсем каланă хыççăн ЧНКА председателĕ отчет турĕ. К.Яковлев чи малтан ТР Президенчĕ, Правительстви наци политикине тĕрĕс илсе пынишĕн тав турĕ: «Паянхи кун çынсене аталанма мĕнпур услови пур. Çывăрмалла мар кăна. ЧНКА ĕçне эсир туса пыратăр, мана канăç памастăр. Эпĕ пуçлăхсене канăç памастăп. Ак ĕнер кăна Аксура 70 ача валли елка ирттертĕмĕр».

Пĕлтĕр Тутарстанри Чăвашсен наципе культура автономийĕ чылай пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Чи пĕлтерĕшлисен шутне Константин Геннадиевич çаксене кĕртрĕ: февраль уйăхĕнче Пăва районĕнчи Кипеккассинче, çак ялтан тухнă паллă чăваш çыравçисене халалласа стела уçнă. Март уйăхĕнче Аксура тата Пăвара (150 хастар чăваш хĕрарăмне пухса) «Анне кунне» ирттернĕ, Чăваш центрĕсен председателĕсем валли Элметре семинар-вĕрентӳ йĕркеленĕ (В.Беловпа И.Альмукова тăрăшнипе), Нурлат районĕнче Александр Огонев ячĕллĕ чăваш кĕрешĕвĕн турнирĕ пулнă. Апрель уйăхĕнче Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче республикăри чăваш отличникĕсене (100 яхăн вĕренекен) пуçтарса слет ирттернĕ. Павлă районĕнчи Муса Джалиль ячĕллĕ Культура керменĕнче Культура çулталăкне уçнă. Аксура Çемье çулталăкне, «Чăваш шăпчăкĕ» фестивале ирттернĕ, иккĕмĕшне конкурсантсем 18 районтан хутшăннă. Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче Иван Яковлев çутта кăлараканăн çуралнă кунĕнче пулнă (ку районта Володар Тимофеев тăрăшнипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ). Ĕпхӳре иртнĕ Пушкăртстанри чăвашсен канашлăвне хутшăннă хамăр республикăн делегацийĕпе. Элкел районĕнче регионсенчи ертӳçĕсене йышăнса вĕрентӳ ирттернĕ. Май уйăхĕнче Элметре журналистсен вĕрентĕвне йĕркеленĕ, Анат Кама, Лениногорск, Элмет районĕсенчи фольклор ансамблĕсене пухса Пушкăртстанра Константин Ивановпа Яков Ухсайăн тăван çĕршывĕнче пулнă, унтан Челябинска çул тытнă, ун хыççăн Екатеринбурга. Çак хуласенче чăвашсен «Учӳк» фестивальне кăтартнă, çынсене авалхи чăваш тумĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Çак çул çӳрев 200 пин тенке кайса ларнă (Виктор Белов спонсорсем тупнă). Июньте Ульяновскра «Акатуй» уявне хутшăннă, унта Тутарстан чăвашĕсен делегацине С.Морозов кĕпĕрнаттăр йышăннă. Тутарстан чăвашĕсен делегацийĕ унтан Оренбург облаçĕнчи Грачевски районне кайнă (унта Оренбург облаçĕн правительстви те хутшăннă). Ун хыççăн Самар облаçĕнчи Исаклă районĕнчи «Уява» хутшăннă. Июнь уйăхĕнче Шупашкарта Раççей чăваш усламçисен экономика форумĕ иртнĕ. Çак уйăхрах Элкел районĕнчи Кивĕ Тахтал ялĕн 400 çуллăх юбилейне хутшăннă (ял шкулне партăсемпе, кĕнекесемпе 100 пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ). Элмет районĕнчи Патраклăра Кама леш енчи чăвашсен «Учӳк» фестиваль, Чистай районĕнче чăваш уявĕ ирттернĕ. Июльте Нурлатра çӳллĕ шайра «Уяв» ирттернĕ, унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков хутшăннă. Чăваш праçникĕнче республикăн пĕрремĕш çыннисем тăтăшах хутшăнса пысăк хак параççĕ. Ку йăлтах йĕркелекенсен тивĕçĕ.

■ Хамăр корр.
О.Макарова сăнӳкерчĕкĕ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 563, Хаçат: 1 (1094), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: