Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу чăвашне Леонид Николаевич Охотникова Аксу тăрăхĕнче, кӳршĕллĕ районсенче, Хусан таранах лайăх пĕлеççĕ. Аксу райцентрĕн хăнисем вара унăн ĕçне кунти паркри илемлĕ тимĕр сакăсем, картасем, алăксем, музыка шкулĕ умĕнчи чĕнтĕрлĕ беседкăсем çине пăхса хаклаççĕ. Л.Охотников районта паллă предприниматель кăна мар, ăстаçă та. Унăн пĕчĕк предприятийĕ акă çирĕм çула яхăн тимĕр япаласем ăсталассипе тата юсассипе ĕçлет. Районта çак енĕпе ĕçлекен, официаллă майпа йĕркеленнĕ пĕртен-пĕр предприяти вăл.

Район центрĕнчех вырнаçнă пысăках мар мастерскойра хатĕр изделисем нихăçан та купаланса тăмасан та, ĕçченĕсем пĕр кун та (шартлама сивĕсемсĕр пуçне) ахаль тăмаççĕ.

– Карта, хӳме, тăрăсем, пĕр сăмахпа каласан, тимĕрпе çыхăннă япаласене йăлт тăватпăр эпир, çав шутран тимĕрпе эрешлессине те, – кĕскен паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕпе ăстаçă-предпринимат ель. Вĕсем заказпа кăна ĕçлеççĕ иккен. Кама алăк, кама карта-хӳме, тăрă, мунча кăмаки кирлĕ – пурте Леонид Николаевич патне килеççĕ. Мастерскойри тăватă сварщикпа икĕ автомеханик, сăмах май вĕсем пурте аксусемех (çуллахи вăхăтсенче икшер сменăпа вуннăн та ĕçлеççĕ), ĕçе кĕске хушăрах пурнăçлаççĕ. Кирлĕ-тĕк, карта-хӳмесене тата ыттине хăйсемех вырнаçтарса та параççĕ. Эпир пынă чух та акă сварщиксем пуç çĕклемесĕр ĕçлетчĕç. Тем шаккатчĕç, хĕртсе çыпăçтаратчĕç. «Карта тăватпăр», – терĕ вĕсем çине кăтартса предприниматель.

 

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 
: 984, Хаçат: 51 (1093), Категори: Аксу районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: