Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Экспертсем каланă тăрăх, Раççей апат-çимĕç промышленноçĕн юлашки çур çулта пысăках мар пулсан та, ӳсĕмĕ пур. Кунта ĕнтĕ апат-çимĕç эмбаргин (ют çĕршывсенчен хăш-пĕр ял хуçалăх продукцине, чĕртаварне кӳме чарни) витĕмĕ те пулчĕ-тĕр-ха. Раççей хăйне хăех тăрантарма тĕллев лартни тинех вырăнти производителе сывласа яма май парĕ. Тутарстан акă ĕнтĕ миçемĕш çул çемье фермисене, фермер хуçалăхĕсене аталантарасси çине тимлĕх уйăрать. Аксу районĕнчи Саврăшпуç ял хутлăхĕн территорийĕнче кăна, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра 10 яхăн çакăн пек хуçалăхсем йĕркеленнĕ, вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх, сурăх тата сысна ĕрчетеççĕ. Савгачево ялĕнчи çамрăк фермерсемпе Ермолаевсемпе эпир те çывăхрах паллашрăмăр.
Олегпа Ирина Ермолаевсем районта çамрăк фермерсем, ĕçе пуçăннăранпа çулталăк та çитмен-ха. Хуçалăхĕнче паянхи кун 15 пуç мăйракаллă шултра выльăхран 10-шĕ сăвăнакан ĕне. Чăн та, тупăш пирки калама иртерех-ха, мĕншĕн тесен ял хуçалăхĕнче тар тăкмасăр пулмасть вăл. Ермолаевсем те акă малтан ура çине тăма шутлаççĕ. Çак тĕлĕшпе вĕсем сисĕнмеллех ĕç тунă та ĕнтĕ.
– Фермер ĕçне тытăнасса малтан шутламанччĕ эпир, хамăр валли кăна выльăх ĕрчетесшĕнччĕ. Саврăшпуçĕнче пурăннă чух витесем пĕчĕкрехчĕ, выльăх шучĕ вара ӳссех пычĕ. Çавăнпа Савгачевăра майсем пулчĕç те ĕçе пуçăнас терĕмĕр. Малтан çурт лартрăмăр, унтан хирĕçри пушă вырăна ферма çурчĕ, апат-çимĕç картишĕ, выльăхсене уçăлма кăлармалли ятарлă вырăн пултăр тесе арендăна илтĕмĕр, – паллаштарчĕ Олег Аркадьевич хуçалăхпа...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 1029, Хаçат: 50 (1092), Категори: Аксу районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: