Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 48№.)
 
– Что, чействительнă клавнăй ясык не снайăш? – тет виççĕмĕшĕ.
– Ексамĕн не ставал что-лĕ?
Аптриш, мĕн каламаллине те пĕлмелле мар.
Ун пек чухне, мăшкăла юлсан та, тарса хăтăлмалла та çав, анчах Рахмул... Рахмул – рыцарь! Рахмул – чăн-чăн Улăп-паттăр! Тахçан авал пурăннăскер тата паянхи пурнăçра теме пула чĕрĕлсе тăнăскер. Е, динозаврсем пек, миллион çул каяллах вилсе пĕтмеллискер, анчах темле сăлтава пула таçти тĕттĕм чăваш ялĕнче упранса юлнăскер. Çак хушăра, паллах ĕнтĕ, вăл пĕвĕпе те пĕчĕкленнĕ, ал-ури вăйĕ те самай тамалнă. Мĕн упранса юлма пултарни те – таса чун хавалĕ кăна. Çавăнпа Рахмул пули-пулмишĕн çапăçу уйĕнчен тараканскер мар.
Чăтать Рахмул. Чăтать. Анчах чăтăмлăран чăтăмлă Рахмул та йăхташĕсен тискер айванлăхне чăтса çитереймест çав.
Малтанласа хĕремесленсех тапăнакансене вăл сăпайлăн çеç, сас хăпартмасăр, Конституци çинчен, этем хакĕсемпе ирĕкĕсем çинчен каласа ăнлантарма тăрăшать. Ыйтăва хирĕç ыйту парса кăсăклантарма хăтланать. Кăлăхах... Те лешсем чăннипе те ним те ăнланаймаççĕ, те хăйсем тĕрĕс маррине ăнланса илеççĕ – вара пушшех асса-урса каяççĕ...
Юлашкинчен Рахмул та хĕрсе каять, ăна та йăнăш утăм тăвасран сыхланма йывăрлансах пырать. Унпа юнашаррисем, опыт çуккисем, тĕлли-паллисĕр хӳтĕленме е тапăнма хăтланни те чылай чухне усса каймасть ĕнтĕ – чылай чух вара Рахмул ушкăнне милицие тытса каяççĕ. Тарса юлакан сайра пулать – хĕремесленсе кайнă сутуçăсемпе кондукторсем никама та тарма памаççĕ.
Пĕрре пăхма, ним те тăваймаççĕ пек Рахмулсене милицире – ара, чи малтан вĕсен хакĕсемпе ирĕкĕсене пăснă-çке, хирĕçӳ çавна пула тухнă. Анчах та ку пĕрре пăхма çеç çапла курăнать. Е пакунлисем чĕлхе ыйтăвне пач та ăнланмаççĕ, е ку вĕсемшĕн – табу.
Кĕскен каласан, милици те сутуçăсемпе-кондукт орсемпе пĕр тăван. Çакна пĕлменнисем кăна милицире тĕрĕслĕх тупасса шанаççĕ.
Тата çылăх шырама та ăста вĕсем. Те пач та ĕçлеме пĕлмеççĕ, те хăйсен ĕçне шутсăр лайăх тăваççĕ – хăйсене кирлĕ мар тĕп ыйтуран пăрса ярса хуть те мĕнле ĕçе те хăйсен еккипе чуптараççĕ. Камран сăра шăрши кĕрет? Паллах, сутуçăран мар. Çитменнине, вĕсене милицие илсе те каймаççĕ. Тен, çак хăмла шĕвекĕн шăрши никамран та кĕмест пуль, анчах таса чунлă ял ачи тунмасть: «Ĕнер ĕçнĕччĕ...» Милици çук сăра шăршинчен пуçлать те, ӳсĕр тесе хут çырать. Сăрине ĕнер ĕçнĕ пулин те, ял ачи çакă паян айăпламалли сăлтав пулса тăрасса шутламасть те. Айăпламалли сăлтав пулма пултарайманнине туять-ха вăл, анчах çакна епле çирĕплетсе параять вăл? Йĕрки-куркине те пĕлсе çитереймест. Унăн пĕртен-пĕр хӳтĕленӳ хĕç-пăшалĕ – суясăрлăхĕ. Хăйнех путараканскер. «Ĕçнĕ, вара мĕн?» «Ĕçнĕ? Апла аван...»
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 485, Хаçат: 49 (1091), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: