Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Таçта аякра хаяр вăрçă кĕрлет. Ял пушансах юлнă. Вăйпитти арçынсем фронтра. Мĕн пур йывăр ĕç хĕрарăмсем, ачасемпе стариксем çине тиеннĕ. Никам та эпĕ пултараймастăп, маншăн вăл йывăр пулать, манăн вăхăт çук тесе тăмасть. Вара мĕнле калăн-ха çак сăмахсене инçетре санăн упăшку, пиччӳ, аçу, шăллу тăван халăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ чух? Ялти пур халăх уй-хирти хĕрӳ ĕçре: тырă выраççĕ, авăн çапаççĕ, пĕр пучаха, пĕр пĕрче сая ямасăр пухса кĕртмелле-çке-ха. Килес çул валли те акса хăвармалла, каллех кăçалхи пекех фронт валли те çителĕклĕ ӳстерсе çитĕнтермелле. Вăрçă пуçланнăранпа ĕнтĕ ялти кашни çын «Веçех фронтшăн, веçех çĕнтерӳшĕн!» ĕмĕтпе пурăнать. Ĕçлерĕ вара ял халăхĕ, çĕрĕпе те кунĕпе, ырми-канми ĕçлерĕ, чăтма йывăр пулсан та, пурне те вăхăтра турĕ. Ачасем те канăç курмарĕç вăрçă çулĕсенче. Ашшĕсемпе пиччĕшĕсем тăвас ĕçсене вĕсемех турĕç. Ачалăх мĕн иккенне пĕлмен те пулĕ «вăрçă ачисем». Йывăр пулнă ял халăхне, тем тесен те йывăр. Тылра ĕçлекенсем те, фронтра тăшмана хирĕç çапăçакан çынсем пекех, Çĕнтерӳ кунне çывхартса пынă.
Миçе çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа… Анчах вăрçă вутне хăйсен аллисемпе сӳнтернĕ ватă салтаксемшĕн, ывăлĕсене фронта ăсатнă амăшĕсемшĕн, хура пичетлĕ çырусене илнĕ тăлăх арăмсемшĕн вăл нумай мар, ĕнер кăна пулнă пек. Çак «ĕнерхи кун» тĕлĕке кĕрсе чуна çӳçентерет.
Çĕнтерӳ кунĕ çывхарса пынă май вăрçă ветеранĕ е вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ çынсенчен асаплă вăрçă кунĕсенчи пурнăç çинчен пĕлес килчĕ. Эпĕ вăрçă çулĕсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче, ялта почтальонка пулса ĕçленĕ Елизавета Петровна Маркован асаилĕвĕпе паллаштарасшăн...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 844, Хаçат: 49 (1091), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: