Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элмет районĕнчи Ерĕспел ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине сулмаклăн уявласшăн. Ку тĕлĕшпе хатĕрленӳ ĕçĕсене пуçланă та темелле. Тăван çĕршыв çине тăшман тапăнса кĕрсен Ерĕспелĕнчен 142 çын вăрçа тухса кайнă, 55 – таврăннă. Вĕсенчен те халь пĕртен-пĕр ветеран çеç сывă юлнă – Николай Александрович Шакмаков.
Вăл 1925 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче Ерĕспел ялĕнчех çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул 15-ри Коля Клемтелĕнчи тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Вăйпитти арçынсене тӳрех мобилизациленĕ. Колхозра пур çĕрти пекех хĕрарăмсем, ачасемпе ватăсем юлнă. Кольăна конюха çирĕплетнĕ. «Çăва тухма çиме çитместчĕ лашасене», – тесе аса илет халь Шакмаков. Утсене выçă вĕлерес мар тесе хĕл варринче юр айĕнчи улăма чакаласа кăларма хире çӳренĕ. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче 17 çулхи качча Тăван çĕршыва хӳтĕлеме илсе кайнă. Чи малтанах çамрăксене 353-мĕш стрелоксен вĕренӳ полкне палăртнă, çар ĕçне хăнăхсан полка ăсатнă.
Акă мĕнле аса илет вăл вăхăта ветеран: «Малти линие çитесси 100 километр юлсан чарăнтăмăр, алла хĕç-пăшал тыттарчĕç. Хутла лайăх пĕлекеннисене автоматсем пачĕç. Эпĕ автоматчиксен ротине лекрĕм. Çакăн хыççăн малти лини еннелле утрăмăр, пĕр эрне утрăмăр çапла. Палăртнă вырăна çитсенех тĕттĕмленессе кĕтсе илтĕмĕр те окопсем чавма тытăнтăмăр. Вырăнĕсем шурлăхлă пулнипе çĕре тарăн алтма çук, шыв тухать. Ир пулсан наступление çĕклентĕмĕр...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 831, Хаçат: 49 (1091)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: