Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пушкăртстанри Пелепейре декабрĕн 5-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçатăн 25 çулхи юбилейне паллă турĕç. Çак паллă куна халалласа Пелепейре чăваш журналисчĕсем çавра сĕтел тавра канашлама пухăнчĕç. Ульяновск облаçĕнчи «Канаш», Тутарстанри «Сувар» хаçатсен редакторĕсем хутшăнчĕç унта.
Хаçат мĕн тухма пуçланăранпа тĕп редактор лавне туртса пыракан Юрий Михайлов пухăва уçнă май кăларăм историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Чи малтан çак ĕçе пуçарса янă хастарсен – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата ĕç ветеранĕн А.В.Федоровпа РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕн А.С.Савельев-САС çыравçăн‚ А.А.Кондратьев профессорпа Н.Л.Леонтьев (шел‚ пирĕн хушăра çук вĕсем паян), И.Г.Тарасов журналистсен‚ Пушкăрт АССР Тĕп Канашĕн депутачĕн С.К.Саватнеевăн тата ыттисен – ячĕсене асăнса хăварчĕ. Чăваш кăларăмĕ Авăркас районĕнче тухма пуçланă. Пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă. Черетлĕ номерĕсене Пишпӳлек районĕнчи «Çутă çул» хаçат редакцийĕнче хатĕрленĕ. Вара эстафета Пелепей хулине куçнă. Малтанлăха районти «Вперед» хаçат (халĕ «Белебеевские известия») дубляж мелĕпе кăларса тăнă пулсан‚ Пушкăрт ССР Министрсен Канашĕ 1990 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 218№ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн «Урал сасси» наци пичечĕн чăнкă сăртне хăй тĕллĕн парăнтарма пуçланă. Майĕпен редакци йышĕ тĕвĕленнĕ‚ техникăпа пурлăх никĕсĕ йĕркеленнĕ…
Çавра сĕтелти калаçу чăвашла вулав, журналистика тавра пычĕ. Пушкăртстанри районсемпе хуласенчен «Урал сассин» пулăшаканĕсем, штатра тăман корреспонденчĕсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.
Чăваш чĕлхипе журналистикăра еплерех усă курнине те сӳтсе яврĕç канашлура. Ют чĕлхесенчен куçнă сăмахсем вырăнне хамăр чĕлхене çĕнĕ, шутласа кăларнă сăмахсем кĕртни усă кӳрет-и пуплев пуянлăхне? Йышăнать-и вĕсене вулакан? Тĕслĕхрен, библиотека вырăнне «вулавăш», пульница вырăнне «сыватмăш» тата ытти те. Тавлашусем хĕрӳ пулчĕç, анчах та чĕлхе аталанăвне ирĕксĕрлейместĕн. Вăл логикăна çеç пăхăнать пулмалла. Этем мĕнлерех шухăшлать – çавăн пек калаçать. Ку чухне вăл хăш чĕлхепе шухăшлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тата, малтанласа хамăр ят паман, пирĕн пурнăçа (вăл аталаннă май) ытти халăхсен витĕмĕпе кĕнĕ япаласене çав ятсемпех (калькăламасăр) хăварсан тĕрĕсрех пек. Тĕслĕхрен, телефона халĕ те «инçесас» тесе калама хăнăхаймастпăр. Хăнăхрăмăр пулсан та айфонпа планшета мĕнле каламалла чăвашла? Ыйтусем нумай, проблемăна татса парас килет тăван чĕлхе шăпишĕн çунакансен. Анчах та чире çĕнтерес тесен малтан тĕрĕс диагноз лартмалла. Ку чухне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче чĕлхе реформине пуçарса яракансен ĕçне темшĕн ырласах килмест. Чăвашла вĕренес текен сахалланса пынипе-ши?..
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 882, Хаçат: 49 (1091)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: