Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче пурăнакан Зинаида Владимировна Алексеевăна тĕл пулсан пĕр иккĕленмесĕрех: «Телейлĕ», – тетĕн. Утса тухнă пурнăç çулĕ çине çаврăнса пăхсан, унăн чăнах та мăнаçланмалăх пур-çке: ĕмĕр тăршшĕпех юратнă профессипе ĕçлесе «ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ, çумра шанчăклă мăшăр, куç тулли пăхса савăнмалăх ачасем, мăнуксем…
1974 çулта 20 кăна тултарнă специалиста, Лениногорск районне кĕрекен Чишме ялĕн хĕрне, районăн культура управленийĕ тӳрех Патраклăри çĕнĕ Культура çурчĕн директорне лартнă. Çапла ялти культура пурнăçне пуçĕпех чăмнă çамрăк хĕр. Клубра пуçласа ансамбль йĕркелесе культура вучахĕ тавра çамрăксене кăна мар, аслăраххисене те явăçтарнă вăл. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ нумай кĕттермен, 1976 çулта Хусанта иртнĕ халăх пултарулăхĕн пĕтĕм союзри фестивалĕнчен патраклăсем пĕрремĕш хут лауреат пулса таврăннă.
Ертӳçе ку çитĕнӳ тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарнă. Зинаида Владимировна хăй ĕмĕтленнĕ пек, клубра илемлĕх ертӳçине ĕçлеме куçсан (1978 çулта) тата пысăкрах ĕçе, вырăнти фольклора пуçтарма, тытăнать. Кун пирки вăл хăй çапла аса илет: «1980 çулсенче ватăсенчен вырăнти юрăсене, йăла-йĕркесене çырма тытăнтăм. Малтан шкула, чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Нина Ивановна Паймендеева патне кайрăм. Пирĕн яла вăл 1955 çулта килнĕ, 1960 çулсенче карчăксенчен юрăсене çырса илнĕ пулнă. Альбомĕсене парсан эпĕ вуласа тухрăм та хама килĕшнĕ юрă сăмахĕсене çырса илтĕм. Ансамбльти карчăксем вара çав юрăсен кĕввисене те, сăмахĕсене те пĕлмеççĕ. 20 çул хушшинче вырăнти юрăсем манăçма та ĕлкĕрнĕ иккен. Çĕнĕрен вĕренме тиврĕ, çапла «Çеçпĕл» ансамбльпе 1983 çулта авалхи юрăсене сцена çинче юрлама тытăнтăмăр. Пĕрремĕш хут ансамбль ятне те çавăн чухне «Çеçпĕл» патăмăр (ансамблĕн малтан ячĕ пулман, ăна юрăпа ташă ансамблĕ кăна тенĕ. – Авт.)». Палăртса хăварам, икĕ виçĕ юрра вĕреннипе кăна çырлахман ертӳçĕ, ансамблĕн репертуарне вырăнти авалхи юрăсене чылай кĕртнĕ. Зинаида Владимировна каланă тăрăх, альбомра вĕсем халĕ 50 ытла...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
![]() |