Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ сăмах чăвашсемшĕн (Тутарстанрисемшĕн кăна мар, Раççейĕн, тĕнчен тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрĕсенче пурăнакансемшĕн те) яланах чĕрене çывăххăн илтĕннĕ, малашне те çапла пулать тесе шанас килет. Çакăн сăлтавĕсенчен чи пысăкки, паллах, Иван Яковлев çак тăрăхра çуралса ӳсни пулса тăрать. Кунтах Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ, ĕçленĕ. Кунтах паллă чăваш театрĕн ашшĕ Иоаким Максимов-Кошкинский кун çути курнă, тата нумай-нумай пархатарлă чăваш ывăл-хĕрĕ Теччĕ районĕнче (унччен уесĕнче) çуралса ӳснĕ.
Çакăн пек пулăхлă çĕрте те пĕр тапхăр чăвашсен аталанăвĕ чакнăччĕ. Телее, çак вăхăтсем иртрĕç. Халĕ Теччĕ районĕнчи чăвашсем çулран çул вăй илсе пыраççĕ. Районта иртекен пысăк мероприятисемпе республика шайĕнче те, ун тулашĕнче те ырă ят илтеççĕ. «Сувар» кунта чăвашсен ӳсĕмĕсем çинчен çырсах тăрать. Акă, ноябрĕн 12-мĕшĕнче «Хусан чăвашĕсен» концертне курма пыракансемпе те тĕл пулчĕ, хаçат çырăнакансене хавхалантарса парнесем пачĕ, Теччĕ районĕн ЧНКЦ председателĕпе Володар Тимофеевпа сăмах вакларĕ.
2014 çул вĕçленесси нумай та юлмарĕ. Çавăнпа малтанах кăçал тунă пысăк ĕçсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр Володар Аркадьевича. Пуринчен ытла Кăнна Кушкинчи шкулта Тутарстанри чăваш ачисем валли çуллахи кану лагерьне уçнине савăнса палăртрĕ вăл. Çакна тума шухăшĕ çуралсанах çырса кăтартнăччĕ эпир хаçатра, кайран вăл мĕнле аталанса пурнăçланса пынине те пĕлтерсех тăнă. Шкулта кĕске вăхăтрах санузелсем вырнаçтарнă, душ лартнă, пӳлĕмсене янтăланă. Пĕтĕм ĕçе хастар чăвашсен укçи-тенкипе тунă – Николай Угаслов, Константин Яковлев тата Володар Тимофеев 300 пин тенкĕ укçа хывнă çак проекта. Районтан та, республикăран та, пĕр пус та илмен. Июлĕн 8-мĕшĕнче уçăлнă лагерь хăйĕн ĕçĕпе çӳллĕ шайри тӳресене те ĕнентерейнĕ. Республикăри сакăр районтан 5-мĕш класран пуçласа 11 класа кайма хатĕрленекенсем каннă унта. «Смена вĕçленсен куççульпе йĕрсе уйрăлчĕç», – тесе каласа парать Володар Аркадьевич...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 677, Хаçат: 47 (1089), Категори: Теччĕ районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: