Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«МИШКА ÇУРÇĔРТЕ» ТОРТ
Кирлĕ компонентсене пĕрлештерсе чуста çăрмалла та тăватă пая пайламалла. Пĕрин çине 1 чей кашăкĕ какао хушмалла. Чустасене йĕтĕрлесе тăватă корж пĕçермелле. Хатĕр коржсене кремпа сĕрмелле те пĕр-пĕрин çине хумалла (тĕттĕммине аяла). Çиелтине глазурьпе сĕрмелле. Глазуре çапла хатĕрлемелле: сахăр песокне какаопа хутăштармалла, сĕт хушса пĕчĕк çулăм çинче 20-30 минут пĕçермелле, пиçес умĕн услам çу хушмалла.
Чуста валли 300 г хăйма, 1,5 стакан сахăр песокĕ, Ç чей кашăкĕ апат соди, 1 кашăк уксус, 3 стакан çăнăх; крем валли 1,5 стакан сахăр песокĕ, 1,5 стакан хăйма (лайăх пăтраштармалла); глазурь валли 1,5 стакан сахăр песокĕ, 3 чей кашăкĕ какао, 4 кашăк сĕт, 1 кашăк услам çу кирлĕ.
КĂЧĂР-КĂЧĂР КУПĂСТА
10 л шыв çине 1 кг тăвар тата 200 г сахăр песокĕ хушса ирĕлтермелле. Купăстана турамалла, кишĕре теркăпа хырмалла – пĕрлештермелле, анчах пăчăртамалла мар. Купăстапа кишĕре ывăçпа илмелле те рассол ăшне чиксе кăлармалла, 3 литрлă таса банкăна тултарса пымалла. Тулсан çиеле тухиччен рассол хушмалла та полиэтилен хупкăçпа хупламалла. Нӳхрепре е тĕпсакайĕнче упрамалла. Купăста кăчăртатса тăрать, питĕ тутлă, вăрах упранать.
 
: 1220, Хаçат: 45 (723), Категори: Верук тĕпелĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: