Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Вырăс-и, чăваш-и, тутар-и – пĕлтерĕшлех мар, çынни лайăх пултăр, – теççĕ Элмет районĕнчи ерĕспелсем. Ĕмĕрсем хушши чăн чăваш ялĕ шутланнă çак ялта юлашки вăхăтра тĕрлĕ халăх çынни килсе тĕпленнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ вĕсем. Халĕ кунта чăвашсемпе юнашарах тутарсем, вырăссем, таджиксемпе узбексем те пурăнаççĕ. Украинскийсем, тĕслĕхрен, Ерĕспелне куçса килнĕренпе пилĕк çул. Çак вырăс çемйи лайăх пулнăранах ял çыннисемшĕн пĕрремĕш кунсенченех «хăйсен». Галинăпа Валерий Украинскийсемпе эпир те тĕл пултăмăр.
Эпир пынă чухне Украинскийсем кил-картишĕнче тĕрмĕшетчĕç: Галина Михайловна ачисене канмалли кунсене кĕтсе хĕрсех мунча хутатчĕ пулсан, Валерий Владимирович чăх-чĕп картинче аппаланатчĕ. «Ой, эпир килти тумсемпех», – вăтанчĕç пире курсанах иккĕшĕ те. Ĕмĕрĕпех хулара пурăннăскерсем, çын куçĕ умне килти тумпа курăнма хăнăхман-çке вĕсем. Çавах та пире хапăлласах йышăнчĕç, тӳрех пӳрте кĕме чĕнчĕç.
– Кунта куçнăранпа пĕр кун канса курман хамăр, çавах кил-çуртри ĕçсене туса пĕтерейместпĕр-ха, – шăкăл-шăкăл калаçать кил хуçи арăмĕ, стени йĕпеннĕрен хăпăтнă обойсем çине кăтартса. – Хуçисем çурта сутма кăна тунă-тăр çав, кирпĕчĕсен хушшине нимĕн те яман, пуш-пушах пулнипе стенасем йĕпенеççĕ. Мăшăрăм çав кăлтăксене майпен юсаса пырать, халĕ те акă стенасене ятарлă растворпа сăтăрса тухрĕ-ха, типессе кĕтетпĕр, – терĕ вăл. Ял варринчи икĕ хутлă çурта купаласа, тăррине кăна витнĕскере туяннă-мĕн вĕсем. Ыттине йăлтах хăйсем тунă (хăтлăхĕпе хуларинчен кая мар вăл халь), кил картишĕнчи хуралтăсене те хăйсемех лартнă. Апла пулин те ӳкĕнмест çемье...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 1218, Хаçат: 43 (1085), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: