Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче пурăнакан Лидия Савельевна Лисина пирки сăмах пуçарсан каламалли нумай: 40 çул ытла шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, шкул директорĕ пулнă, «Халăх çутĕçĕн отличникĕ», «ТР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ», ялăн хастар обществăлла ĕçченĕ... Кунсăр пуçне вăл «Суварăн» штатра тăман авторĕ те, ял пурнăçĕпе çыхăннă статйи-заметкисем хаçатра тăтăшах пичетленеççĕ. Лидия Савельевна Лисинан çак кунсенче пысăк юбилей, 70 тултарать.
 
Унпа ятарласах тĕл пулас шутпа çула тухрăмăр пулин те, шел те, килĕнче тĕл пулаймарăмăр. Вĕрентӳ ветеранĕ ĕçпе хулана кайнă терĕç. Çапах та ял çыннисемпе ун çинчен калаçмасăр пултараймарăмăр.
– Лидия Савельевна – манăн вĕрентекен. Шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Ырăпа кăна асăнатăп çак çынна. Урока хатĕрленсе килмен пулсан та хытă вăрçса кăмăла хуçмастчĕ, – аса илет Ирина Кириллова шкул çулĕсене.
– Эпĕ Культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи, вăл шкул директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра пирĕн хушăра тĕрли пулнă. «Çеçпĕл» ансамбле ачасем нумай çӳретчĕç ун чух. Тĕрлĕ смотр-конкурссене кайма тиветчĕ, вăл ĕнтĕ ачасене вĕренӳрен хăварас теместчĕ пуль. Çапах та пĕр чĕлхе тупнах эпир. Лидия Савельевна ялшăн нумай тăрăшрĕ ĕнтĕ. 1996 çулта çĕнĕ шкул çурчĕ ларттарчĕ, киввине ача сачĕ тутарчĕ. Медпункт та уçрĕç. Тивĕçлĕ канура пулсан та халĕ те пухусенче хастар вăл, ялшăн тăрăшать. Нумай пулмасть «Татнефть» УАО пулăшнипе шкулăн тăррине çĕнĕрен витнинче, ялти Центральная урамĕн вĕçне çул сартарнинче унăн тӳпи пысăк. Çак ыйтусемпе пӳлĕмсем тăрăх нумай çӳрерĕ вăл, – калаçăва хутшăнать ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Владимировна Алексеева та...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 794, Хаçат: 43 (1085)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: